Пĕр сукмакпа – 50 çул

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.02.2018, 08:56 Просмотров: 481

Кăçалхи январь уйăхĕнче Кĕçĕн Кипекри Екатерина Ильиничнапа Василий Иванович Николаевсем «ылтăн туй» паллă турĕç. Мăшăрсем 50 çулхи пĕрлехи пурнăçра йывăрлăхне те, савăнăçне те курнă, пĕр шухăш-тĕллевлĕскерсем нимле чăрмава пăхмасăр малтан-мала талпăннă, хăйсем хыççăн ялан ырă йĕр хăварса пынă.

Каччăпа хĕр çемье çулĕ çине 1968 çулхи январĕн 4-мĕшĕнче тăнă. Çавăнтанпа иккĕшĕ пурнăç сукмакĕпе алăран-алă тытăнса утаççĕ. Паянхи кун та мăшăрсем ыр кăмăллăхпа юратăва упраса тата пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ. Николаевсем пĕр ывăлпа хĕре пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Халĕ Василий Ивановичпа Екатерина Ильинична виçĕ мăнукпа савăнма пултараççĕ.

В.Николаев Кĕçĕн Кипекре 1940 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Ку ялти шкулта ăс пухнă. Çулсем малаллах шунă, вĕренÿ те хыçа юлнă. Алăра – аттестат. Ăçта каймалла-ха; Çамрăк хăйне пĕр-пĕр ĕçре тĕрĕслесе пăхма тĕллев тытнă. Çавăнпа та Василий Иванович Челябинск облаçне çитсе шахтăна вырнаçнă. ,çре кунсерен пиçĕхме тытăннă. Акă салтака кайма ят тухнă. Вăйпиттискер çара ăсаннă. Службăран çирĕпленсе таврăннă хыççăн вĕренес шухăш канăçсăрлантарма пуçланă. И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕме заявлени кайса панă. Экзаменсене ăнăçлă тытнă та студент пулса тăнă, историпе филологи факультетĕнче ăс-хакăла тарăнлатма пуçланă. 1967 çулта ĕмĕчĕ пурнăçланнă, алла диплом илнĕ. В.Николаев вĕреннĕ вăхăтра Шупашкарти пушар командинче те ĕçленĕ.

Вăл, аслă пĕлÿллĕ специалист, республикăн тĕп хулинче юлма шутламан, çуралса ÿснĕ кĕтесе таврăннă та ялти шкулта ĕçе пуçăннă. Малтанах класс тулашĕнчи воспитатель тивĕçне пурнăçланă. Историпе обществознани предмечĕсене те вĕрентнĕ. 1973 çулччен тĕрлĕ классенче пĕлÿ пухакансенчен уйрăлман, учитель ĕçне чун-чĕререн юратса пурнăçланă. Пултаруллăскере асăрханă, Вăрман Кипекри 8 çул вĕренмелли шкула директора куçарнă. Ку ĕçре 5 çул тăрăшнă. Хыççăн, çемьери лару-тăрăва пула, Кĕçĕн Кипекри шкула каялла куçма тивнĕ. 1984 çулхи августра шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани ĕçĕн заместительне çирĕплетнĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен те шкул пурнăçĕнчен уйрăлман. ,çри хастарлăхшăн тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Мăшăрĕ – Екатерина Ильинична – 1944 çулхи май уйăхĕн 30-мĕшĕнче Ишлĕ ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Шкул хыççăн Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче вăй хунă. Çав вăхăтрах каçхи формăпа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Диплом илсен Кĕçĕн Кипек шкулне направленипе янă. Ачасене хĕрĕх çул ытла ют чĕлхене вĕрентнĕ. Çав хушăрах Вăрнарти лицейра ăс пухакансене нимĕçле лайăх калаçма тата вулама хăнăхтарнă.

Екатерина Ильиничнан ĕç стажĕ 45 çулпа танлашнă. Унăн та тĕрлĕ наградăсем нумай.

Николаевсене ĕçе юратни, пурнăçа хаклани çутă ĕмĕт-тĕллеве пурнăçлама май панă. Хăйсене телейлĕ тесе шутлаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене шкул ачисем çĕнĕ вăй-хăват парса тăнă, ĕçре ÿсĕм тума хавхлану хушнă.

Юрий КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика