Районтан – округа: улшăну мĕнле майсене уçĕ?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2022, 08:51 Просмотров: 406

– Бюджетсене пĕрлештерсен вăл е ку поселенисем çухатура юлмаççĕ-и? Халĕ вĕсен пысăк мар пулсан та гарантиллĕ укçа-тенкĕ пур. Муниципаллă округсем туса хурсан, укçа пĕр поселенине пысăкрах, теприне пĕчĕкрех лекмест-и? Вырăнти ыйтусене мĕнле татĕç, сăмахран, çулсене юртан тасатса тăрассине? Астăвасса, Çĕн Кипекре урамсене 2006 çулхи вырăнти хăйтытăмлăх реформи хыççăн кăна йĕркеллĕ хырма пуçланăччĕ, каллех унчченхи шая таврăнмăпăр-и? – Людмила Иванова хускатнă ыйту паян, ахăртнех, кашнинех шутлаттарать.

Мĕн парать-ха пире ял поселенийĕсене пĕрлештерсе пĕр муниципаллă округ туса хуни? Унăн ырă енĕсем мĕнре? Çакна ытларикун район администрацийĕнче иртнĕ халăх итлевĕнче тепĕр хут пăхса тухрĕç.

– Поселенисем укçа-тенкĕсĕр юлмĕç. Енчен те малтан районăн пĕрлехи бюджечĕ тата кашни ял поселенийĕн хăйĕн бюджечĕ пулнă пулсан, малашне муниципаллă округăн пĕрлĕхлĕ бюджет пулĕ, тăкакĕсем пĕтĕм территорие пырса тивĕç, – хуравларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Валерий Прокопьев.  

Валерий Валерианович халăх итлевне шăпах вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлес тесе йĕркеленине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл улшăнусен ырă енĕсене те илсе кăтартрĕ. Малашне управленин пĕрлĕхлĕ пĕр механизм пулĕ% пĕр пуçлăх, представительлĕ пĕр орган, пĕр администраци, пĕрлехи бюджет тата пĕр аталану планĕ. Ял поселенийĕсем пурте Вăрнар муниципаллă округ шутне кĕрĕç, административлă центрĕ – Вăрнар поселокĕ.

«Пĕр ял та тимлĕхсĕр юлмĕ, çулсем хушши пухăннă çивĕч ыйтусене территорисене аталантарас стратеги йĕркипе татма майсем уçăлĕç. Кадрсен ыйтăвĕ татăлĕ тата муниципаллă тивĕçтерÿсем парасси ÿсĕ. Квалификациллĕ ĕçченсене сыхласа хăварасси тата явăçтарасси тĕпре пулĕ. Строительство, хăтлăх, социаллă объектсене тĕплĕн юсассипе пысăк проектсем пурнăçланĕç. Вĕсене ĕçе кĕртесси хăвăртланĕ», – пĕлтерчĕ Валерий Прокопьев.

– Территорисене аталантарассипе софинансировани йĕркипе федераллă тата республика бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ явăçтарасси ÿсĕ, – пĕлтерчĕ Чăваш ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçченĕ Петр Ларионов. Вăл халăхра çÿрекен «ял поселенийĕ пулмасан çынсене ăçта йышăнĕç» текен сăмахсене уçăмлатрĕ. П.Ларионов каланă тăрăх, ял çыннисене вырăнти хăйтытăмлăх реформи тÿреммĕн пырса тивмĕ. Вĕсем мĕнпур ыйтупа малтанхиллех вырăнти специалистсем патне çÿрĕç, ĕç çыннисем те унта çавсемех тимлĕç, поселени ячĕ çеç улшăнĕ – вĕсем муниципаллă округăн администрацийĕн территорири подразделенийĕсем пулса тăраççĕ. ВУР специалисчĕсене «тĕмсемпе» ĕçлеттерме пултарĕç.

– Пилотлă Çĕмĕрле тата Красноармейски районĕсенчи (кăçалтан – муниципаллă округсем, авт.) структура территорисенчи уйрăмсенче пĕрер специалист кăна вăй хунине, пуçлăхсен вырăнĕсем пушă пулнине кăтартать. Мĕншĕн-ши?– ыйтрĕ Шĕнер Ишек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Радим Убаков.

Петр Ларионов специалистсен вырăнĕсене сыхласа хăварассине тепĕр хут аса илтерчĕ. Пуçлăхсем тĕлĕшпе ваканси пуррине вĕсен ку должноçе йышăнма конкурс витĕр тухмаллине пĕлтерчĕ. Кăна саккунра палăртнă, терĕ вăл.

Улшăнусем пирки хăйĕн шухăшне Халăха социаллă тивĕçтерÿ паракан районти центр ертÿçи Людмила Васильева та пĕлтерчĕ, вăл çĕнĕлĕхе туллин ырлани палăрчĕ.

Итлеве хутшăннисем пурте тенĕ пек депутатсен район Пухăвĕн мĕнпур ял поселенийĕсене пĕрлештерсе Вăрнар муниципаллă округне туса хурас тĕлĕшпе тунă йышăну проектне ырларĕç. Улшăнăва татăклăн йышăнманнисем виççĕн пулчĕç.

Çак кун халăх итлевĕсем кашни ял поселенийĕнчех иртнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика