Япăххи пурнăçра ан пултăр, ырри кăна этеме савăнтартăр!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.10.2023, 15:34 Просмотров: 62

Вăрнар округĕнче юпа уйăхĕн 17-19-мĕшĕ-сенче командăпа штаб вĕренĕвĕсем иртрĕç. Мероприятисен пĕл-терĕшĕ калама çук пысăк.

Чăн та, кун пек вĕренÿсем питĕ кирлĕ. Чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан этем пурнăçне çăлса хăварас тĕлĕшпе тивĕçлĕ структурăсем кирлĕ ĕçсене оперативлă пурнăçлаяççĕ-и/ Пушар сÿнтерекен, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекен, ял хуçалăх ÿсентăранне хÿтĕлекен, апат-çимĕç, ветеринари, сыхлав, инженерипе техника тата ытти службăсем - кашнин яваплăхĕ пысăк. Çакăн пек мероприятисенче вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме вĕренеççĕ, техногенлă инкек-синкекпе кĕрешмелли хальхи технологисене практикăра усă кураççĕ.

Вĕренÿсем пуçланиччен Вăрнар округĕнчи службăсен смотрĕ пулчĕ. Вăл «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн территорийĕнче иртрĕ. Унтан практикăллă вĕренÿ пуçланчĕ. Заводăн 104-мĕш цехĕнче ятарлă хутăш «сирпĕннĕ», стенасем хăшпĕр çĕрте «йăтăннă», «çунма» пуçланă тесе пĕлтерчĕç. Условнăй «аманнă» çынсене çăлавçăсем ишĕлчĕксем айĕнчен туртса кăларчĕç, шур халатлă ĕçченсем медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерчĕç, «хĕрлĕ автан» чăрсăрланасран кирлĕ мерăсем йышăнчĕç.

Службăсен ĕç-хĕлне Раççей МЧС-ĕн Чулхула облаçĕнчи Тĕп управленийĕн ертÿçисем хакларĕç. Çил-тăвăллă çанталăк та структурăсене хăйне евĕр экзамен тыттарчĕ темелле. Хĕвел хăйĕн шевлисене кăшт кăна çĕр çине сапаларĕ, çумăрĕ вара хытах пĕрĕхтерчĕ. Апла пулин те яваплисем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçларĕç. Командăпа штаб вĕренĕвĕсем мĕнле пынине курсан çирĕп шухăш çирĕпленчĕ: япăххи пурнăçра ан пултăр, ырри кăна этеме савăнтартăр.

Çак кунах кăнтăрла хыççăн службăсем Кив Мĕлĕшре пухăнчĕç. Ку ялта та командăпа штаб вĕренĕвĕ иртрĕ. Çакăн пек усал хыпар çитрĕ: пĕр кил хуçалăхĕнче тăватă сысна ăнсăртран чирленĕ, иккĕшĕ вилнĕ. Инфекци паллисем чĕрчунсене африка чуми ернине кăтартрĕç. Диагнозĕ те çирĕпленчĕ. Кăткăс лару-тăру пирки 9 аварийлă служба ĕçе тытăнчĕ. Ерекен хăрушă чире тупса палăртнăран яллă тăрăхра карантин йĕркине кĕртрĕç. Ял хуçалăх выльăх-чĕрлĕхне хÿтĕлессипе тимлекен служба ветеринари тĕрĕслевĕн 3 постне йĕркелерĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие обществăлла йĕркене тата выльăх-чĕрлĕхе сыхлакан структурăсем хутшăнчĕç, иртекен транспорта чарса дезинфекци турĕç.

Вĕренÿ чăн пурнăçри пекех пулчĕ. Акă, биологи каяшĕсене пĕтермелли куçса çÿрекен комплекса та вырнаçтарчĕç, эпизоотологи мониторингне йĕркелерĕç. Условнăй чирлĕ чĕрчунсене йăлтах пухса тĕп турĕç. Вĕсене çунтарнă чух пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп уямаллине палăртрĕç. Африка чуминчен асăрханса мĕн тумалла-ха/ Сыснасене хупă витесенче тытмалла, ытти выльăхпа пĕрле апатлантармалла мар. Ветспециалистсем витесене вăхăтран-вăхăта дезинфекцилеме сĕнеççĕ.

Мероприятисем вĕçленсен чрезвычайлă лару-тăру пуласран асăрхаттарас тата ăна сирессипе тимлекен комисси председателĕ - округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов пур служба кирлĕ задачăсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланине çирĕплетрĕ.

Вĕренÿсем малалла та тăсăлнă, Раççей МЧС-ĕн Чулхула облаçĕнчи Тĕп управленийĕн ертÿçисем гражданла оборона объекчĕсене те пăхса çаврăннă. Çав шутра тĕрĕслевре округăн тĕп культура системин йышăнупа эвакуаци пункчĕ, «Рассвет» спортшкулăн санитари пункчĕ, тумтире сиенсĕрлетмелли станци, гражданла оборонăн хÿтĕлев сооруженийĕ, химзавод çумĕнчи радиаципе хими сăнавĕн посчĕ пулнă.

Чрезвычайлă лару-тăру чухне ĕçсене йĕркелессипе çыхăннă вĕренÿсем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта та иртнĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие пĕтĕмпе 6 пин ытла çын, 1,5 пин техника хутшăннă. Раççей МЧС-ĕн Чулхула облаçĕнчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Валерий Синьков генерал-лейтенант пĕлтернĕ тăрăх, вĕренÿ тĕллевĕсем пурнăçланнă, анчах та халăха, территорие инкек-синкекрен хÿтĕлес енĕпе ăсталăха тăтăшах ÿстермелле.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика