Хÿтĕлев рынокĕнче - 102 çул

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.10.2023, 09:02 Просмотров: 62

Раççейри чи пысăк страхлав компанийĕнчен пĕри - «Росгосстрах» - юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче 102 çул тултарнине паллă тăвать. «Росгосстрах» - страхлав рынокĕнче лидерсенчен пĕри, шанчăклă, ăнăçлă ĕçлекен компани. Вăл кашни федераци округĕнчех пур.

«Росгосстрах» организацире Раççейĕпе 50 пин çын енне тăрăшать. Çак пысăк коллектив йышне «Вурнарский» агент центрĕн специалисчĕсем те кĕреççĕ. Вĕсем Ирина Кошкина ертсе пынипе ÿсĕмлĕ ĕçлеççĕ. «Росгосстрахăн» «Вурнарский» центрĕнче 27 страхлав агенчĕ тата икĕ менеджер Елена Никитинапа Наталья Архипова тимлеççĕ. Сотрудниксем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ, çынсене пулăшса пархатарлă ĕç тăваççĕ.

Клиентсен йышĕ ÿссех пынине цифрăсем те çирĕплетеççĕ. Çивĕч конкуренцие пăхмасăр çулталăкра хатĕрленĕ полиссен шучĕ 5 процент ÿснĕ. Çакă вара «Росгосстрах» страхлав компанине халăх çирĕппĕн шаннине кăтартать. Клиентсен тăкакĕсем тĕлĕшпе те тÿлевсен сумми пысăкланчĕ. Кăçалхи 8 уйăхра кăна страхлав пулăмĕсем тĕлĕшпе агент центрĕ хăйĕн клиенчĕсене 5 млн тенкĕ ытла тÿленĕ. Ку вăл пушартан, çил-тăманран тата ыттисенчен инкек тÿснисемшĕн чăн-чăн пулăшу.

Палăртмалла, кăçалхи çу уйăхĕнче «Вурнарский» агент центрĕ çĕнĕ вырăна куçрĕ. Адресĕ: Вăрнар поселокĕ, Çеçпĕл урамĕ, 15-мĕш çурт. Кунта компани ертÿлĕхĕ клиентсене пулăшупа тивĕçтерме пур услови туса панă.

Кадрсем пĕтĕм ыйтăва татса параççĕ, теççĕ. Яваплă, пуçаруллă та хастар специалистсем пуррипе ĕнтĕ «Вурнарский» центр кăтартуллă ĕçлет. Чăнах та, маттурсем - Людмила Журавлева, Галина Воробьева, Елена Васильева, Галина Михайлова, Любовь Михайлова, Нина Иванова, Маргарита Леонтьева, Валерия Арсентьева... Пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Кашнийĕн тенĕ пекех ĕç стажĕ пысăк. Клиентсем хисеплеççĕ. Вĕсем хăйсен профессийĕнче чăн ăста.

Агент центрĕ темиçе хутчен те тĕрлĕ конкурссенче çĕнтернĕ, тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ.

«Росгосстрах» 102 çул тултарнă май хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланă ветерансене, йывăрлăхсене пăхмасăр ырми-канми ĕçлекен сотрудниксене тав сăмахĕ калатпăр. Пирĕн мĕнпур клиента çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр. «Росгосстрах» компанипе çыхăну тытсан ыранхи кун шанчăклă пулĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика