Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртесси – пысăк ĕç. Шел пулин те кăçал, çанталăк условийĕсене пула, вырмана тухасси тăсăлса пырать. Çакă «Юнтапа» хуçалăхăн ертÿçине Петр Трифонова та хытах пăшăрхантарать. Вăл малтанах мехпаркри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.
– Хĕрÿ тапхăра хатĕр тесен те юрать. Вырмана икĕ комбайн хутшăнмалла: пĕри «Нива», тепри «ACROS-530». Комбайнерсем пур. Владислав Ферапонтов опыт пухнă ĕнтĕ. Алексей Александров та техникăна лайăх пĕлет. Иккĕшĕ те яваплăха туяççĕ, ĕçре те тăрăшуллă, – терĕ ертÿçĕ.
Акă «Нива» комбайн патĕнче чарăнтăмăр. Павел Балыков инженер та кунтахчĕ, Алексей Александров комбайнера тем ăнлантаратчĕ.
– «Уй-хир карапĕ» юсавлă. Вăхăт пур чух тепĕр хут тĕплĕн пăхса тухни хирте ĕç хăвăртлăхне ÿстерме май парĕ. Кăçал уяр çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшмалла, унсăрăн тăкак та курма пултаратăн, – калаçăва хутшăнчĕ инженер.
П.Балыков уй-хирти тырра йĕтем çине икĕ автомашина турттарассине пĕлтерчĕ. Тепĕр техника вара йĕтем çинче ĕçлĕ.
– Умри тĕллев – ял хуçалăх ĕçĕсене пысăк пахалăхпа, кĕске вăхăтра пурнăçласси. Йĕтем çинчи агрегатсене юсанă. Пĕр сортировкăри хăшпĕр узелсене çĕннисемпе улăштартăмăр. Вячеслав Викторов ывăлĕпе тăрăшать, – кăмăллăн калаçрĕ П.Трифонов.
Вăл хăйĕн çăмăл автомашинипе кĕрхи культурăсен уйне илсе кайрĕ. Тырă анисем – талккăшпех. Сап-сарă вĕсем. Шел те, хальлĕхе пĕтĕмĕшпех пиçсе çитеймен. Сар хĕвелĕ пăхсан вара темиçе кунран комбайнсене хире кăлармалла пулĕ. ,ç калăпăшĕ пĕчĕкех мар, кĕрхисене 150 гектар, çурхисене 390 гектар çинчен пухса илмелле. Тухăç лайăх пуласси те паллă.
Хуçалăхра механизаторсемпе водительсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Ирина Федотова повар ĕçре пысăк ăсталăх пухнă. Çавăнпа вăл пĕçерсе хатĕрленĕ апата пурте килĕштереççĕ. Унăн мăшăрĕ Юрий Федотов та хуçалăх ĕçĕсене хутшăнать.
«Юнтапара» опытлă ĕçченсемпе пĕрлех çамрăксене те куратăн. Вĕсем хĕрÿ тапхăрта Мускав тăрăхне «шапашкăна» кайман, хуçалăха пулăшма кăмăл тунă. Кунта кăçалхи çул фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Халĕ те уйра тюкланă утта ферма çывăхне турттарассипе ĕçлеççĕ.
Хуçалăхра кĕрхисене икçĕр гектар майлă акса хăварма пăхнă. Тăрăшсан тĕллев пурнăçланатех.
Юрий КОРНИЛОВ.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |
2 | 3
|
4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |