Çĕнĕ тыррăн кашни пĕрчийĕ хаклă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.08.2017, 11:49 Просмотров: 717

Кăçалхи çанталăк мĕнпур хресчен умне йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Вăрах çумăрсем ял хуçалăх культурисен аталанăвне, пиçеслĕхне самай чакарчĕç. Çавна май выльăх апачĕ хатĕрлесси те, тырпул пухса илесси те пĕлтĕрхинчен нумай кая юлчĕ. Çавăнпа та халĕ уйра комбайнсен сасси илтĕннинчен пахи нимĕн те çук пулĕ.

– Каярах пулин те пысăк çухатусăр пухса илесчĕ, – терĕ шухăшлăн Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов Ишлĕ çывăхĕнчи уйра мăнаçлăн «ишекен» комбайнсене сăнанă май.

Вырма ĕçĕсем районти чи пысăк хуçалăхра виçĕмкун пуçланчĕç. 150 гектар йышăнакан çурхи урпа уйĕнче хальхи йышши ултă комбайн – виçĕ ACROS тата виçĕ CLAAS – хăватлăн ĕçлеççĕ. Штурвалсем умĕнче – опытлă механизаторсем. Николай Тихонов, Сергей Авакумов республикăра тырă çапса илессипе чи пысăк кăтартупа палăракансем, Олег Краснов, ыттисем ырă ятра.

Яваплă тапхăр пуçланнă ятпа вĕсене çак кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, унăн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов саламларĕç, кĕлетсене пысăк тухăçпа тултарма ăнăçу сунчĕç.

Чăн та, комбайнсем мăнаçлăн ĕçленине пăхма кăмăллă. Кĕске вăхăтрах акă вĕсем пĕчĕкех мар лаптăка вырса та илчĕç. КамАЗсен прицепĕсем ылтăн çумăр евĕр бункерти çĕнĕ тырăпа тулаççĕ. Ăна çийĕнчех сысна комплексĕн территорийĕнче вырнаçнă сушилкăна турттараççĕ.

Тыррăн нÿрĕлĕхĕ 17–18 процентпа танлашать. Кăçалхи условисем кашни çеккунта хаклама ыйтнине кура, çавăн пекех ĕçе пĕр самантлăха та чарас мар тесе кунта тырă типĕтме кашни агрегатпа тухăçлă усă курасшăн.

Агрохолдингăн ертÿçин ĕç кунĕ ирхи улттăчченех пуçланать. ,çченĕсем те Николай Владимировичран тĕслĕх илеççĕ. Ĕççи вăхăтĕнче ир-ирех ĕçе пикенеççĕ те каçченех тăрăшаççĕ. «Çывăрсан çывăрсах юлма пулать», – тет Николай Аливанов.

Çурхи урпа тухăçĕ аван – гектартан 40-шер центнер тухать. Ку уя çуркунне нÿрĕк пирки виçĕ ăстрăмпа акнă, каярах кĕрейнĕ лаптăксенче пучахсем пиçсех çитмен-ха.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ылтăнла сарăлса выртакан уйĕсем куçа илĕртеççĕ. Çак кунсенче вĕсенче те мотор сасси илтĕнме тытăнĕ. Çанталăкĕ патăрччĕ кăна. Пĕтĕмпе предприятире тĕш-тырăсене 6 пине яхăн гектартан пуçтарса илмелле.

Çавăн пекех халĕ кунта иккĕмĕш çулавпа утă хатĕрлеççĕ, сенаж хываççĕ.

Ĕнер Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, ун тĕслĕхне тĕпе хурса, вырмана хатĕрленсе йĕркеллĕ ирттерессипе районти семинар-канашлу иртнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика