Раççей - пĕр пысăк çемье

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.01.2024, 09:48 Просмотров: 375

Виçĕмкун Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Россия» курав площадкинче иртнĕ «Родные – любимые» форумра официаллă Çемье çулталăкне старт пачĕ

«Çемьен тĕп тивĕçĕ - ачасем çуратни, йăха тăсни, эппин, хамăр халăхăн, унăн нумай ĕмĕрлĕ историне тăсни. Çемьене пирĕн культура, пĕршухăшлăх, наци кăмăл-туйăмĕ хывăннă. Çемье вĕрентет, воспитанин парать, çитес ăрусем валли йăласене, пĕлĕве, вăл шутра професси опытне те, хăварать», - тенĕ вăл форума уçнă май.

Владимир Путин кашни регионах тĕрлĕ отрасльти паллă династисемпе мухтанма пултарнине пĕлтернĕ. Форума хутшăннисем хушшинче те пĕр ĕçе парăннă темиçе ăру çыннисем пулнă. «Кунта активлă, ĕçе юратакан, пуçаруллă пин ытла çын пухăннă. Вĕсем - çĕршыв, харпăр-хăй регионне, хăй пурăнакан ял-хула аталанăвне курăмлă тÿпе хывнă çемьесем», - тенĕ вăл.

Çĕршыв ертÿçи «Çулталăк çемйи» тата «Это у нас семейное» конкурссен çĕнтерÿçисемпе тĕл пулнă. Ытларахăшĕ - нумай ачаллисем. Владимир Владимирович кунашкаллисен йышĕ юлашки çулсенче 26 процент ÿснине, вĕсенчи ачасен шучĕ 30 процент ытларах пулнине палăртнă. Чăннипех те лайăх кăтарту.

Тата тепĕр ырă хыпар - çак кун «Нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшасси» указа çирĕплетни. Халĕ виçĕ е ытларах ачаллă çемьесем официаллă «нумай ачаллă çемье» статуса илеççĕ. Социаллă хÿтлĕхпе ачасене 18 çулччен е куçăмлă вĕренет пулсан - 23 çулччен, тивĕçтереççĕ.

- Раççей обществинче çемье пĕлтерĕшĕ тепĕр хут чĕрĕлни чăннипех те лайăх. Традицилле тĕн представителĕсен духовнăй пастырĕсене, учительсене, обществăлла организацисен представителĕсене, пурне те çемье хаклăхĕсене сыхласа хăварас тата çирĕплетес ĕçе тÿпе хывнăшăн чĕререн тав тăватăп. Вĕсенче ăрусем хушшинче çирĕп, шанчăклă çыхăну йĕркеленнĕ, ашшĕ-амăшне хисеплеççĕ, ватăсене хÿтлĕхе илнĕ, асатте-асаннесен юратăвĕ пысăк, - тенĕ Владимир Путин.

Раççей Президенчĕ çемье тĕрĕслĕхе вĕрентни пысăк вырăн йышăннине палăртнă. Вăл ывăлĕсем, мăшăрĕсем çĕршыв интересĕсене ятарлă çар операцийĕнче хÿтĕлекен амăшĕсем, арăмĕсем çав тери пысăк чĕреллĕ пулнине каланă.

Раççей - пĕр пысăк çемье. Кунта тĕрлĕ халăх çыннисем килĕштерсе пурăнаççĕ, тĕрлĕ чĕлхесем, тĕрлĕ культура уйăрмасть, пачах урăхла - пушшех те пĕрлĕхлĕрех, туслăрах тăвать. Тĕрлĕ нацисене Раççей пĕрлештерет. Мĕншĕн тесен туслă çемьери пек пĕрлехи хаклăхсем пире вăйлăрах пулма хистеççĕ. «Кирек мĕнле йывăрлăха та çĕршыв пĕрле пулсан çĕнме, тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулать. Пысăк çемьери пек пĕр-пĕрне пулăшни питех пĕлтерĕшлĕ», - палăртнă Президент.

Форума Чăваш енрен Шупашкар округĕнчи Семеновсем те хутшăнма тивĕçнĕ. Алевтина Мефодьевнапа Николай Анатольевич 20 çул пĕрле, вĕсем пилĕк ача çитĕнтереççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика