Салтаксен çемйисем - тимлĕхре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.08.2024, 15:05 Просмотров: 97

Калининăри вăтам шкул та Пĕтĕм Раççейри «Ачана шкула хатĕрле» акцие хутшăннă. Педколлектив СВО участникĕсен çемйисене пысăк тимлĕх уйăрать. Шкулта çар çыннисемпе тăтăшах тĕлпулусем йĕркелеме тăрăшаççĕ.

Вăрнар муниципаллă округĕн депутачĕ Венера Николаева ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене шкулта вĕренме кирлĕ япаласен пуххипе, пылак апат-çимĕçпе тивĕçтерчĕ. Мероприятире СВО участникĕ Сергей С. хăйĕн çемйипе пулнă. Вăл мăшăрĕпе тăватă ача çитĕнтерет, иккĕшĕ шкулта ăс пухаççĕ. Сергей - çемье тĕрекĕ. Унпа мăшăрĕ те, ачисем те мăнаçланаççĕ. Паттăр салтак Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлет-çке. Ăна службăра палăрнăшăн кăçал Георгий Жуков медалĕпе наградăланă. Каламалла, Сергей С. хăй ирĕкĕпе СВО-на кайнă, çар тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлать, аякра пулсан та çемье ăшшине туйса тăрать. Халĕ отпускра.

Тĕлпулу вăхăтĕнче Сергей С. ятарлă çар операцийĕнче Раççей салтакĕсемпе офицерсем чăн-чăн хăюлăх кăтартнине çирĕплетнĕ. Тылри хастарлăха та палăртнă пирĕн ентеш. Акă, вăрнарсем, çĕнтерĕве çывхартас, паттăр салтаксене пулăшас тесе укçи-тенкине, кирлĕ япаласене те пухаççĕ, маскировка сеткисем çыхаççĕ, çырусем çырса ăшă сăмахсене те çитереççĕ.

- Ачасем шăрçаланă йĕркесем пире, салтаксене, вăй-хăват параççĕ, умри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ, - терĕ Сергей С.

Çар çыннисем çамрăк ăру телейĕшĕн, мирлĕ тÿпешĕн хăйсен пурнăçне шеллемеççĕ.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансем умĕнче эпир пуç таятпăр. Вĕсем - чăн-чăн арçынсем. Хăйсен хăюлăхĕпе çитĕнекен ăрăва паха тĕслĕх кăтартаççĕ, Тăван çĕршыва юратма хăнăхтараççĕ. Камăн ывăлĕ, теприн мăшăрĕ, виççĕмĕшĕн тăванĕ, тăваттăмĕшĕн паллаканĕ СВО-ра. Пурне те çар тивĕçĕсене пурнăçласа чипер-сывă каялла таврăнма сунатпăр.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика