«Симĕс патшалăх» - пирĕн пуянлăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.10.2024, 15:28 Просмотров: 74

Вăрман хуçалăхĕн тата вăрман тирпейлекен промышленноçĕн ĕçченĕсем пысăк та кирлĕ ĕç тăваççĕ, вăрмансене саккуна пăсса касассинчен, вут-çулăм аташассинчен, чир-чĕртен хÿтĕлеççĕ, вăрмансене çĕнетеççĕ, çамрăк ăрăва çутçанталăк пуянлăхне упрама вĕрентеççĕ.

Иртнĕ эрнере Вăрнар ен сумлă хăнасене кĕтсе илчĕ. Округ администрацийĕнче Чăваш ен Çутçанталăк министерствин коллегийĕн ларăвĕ иртрĕ. Тĕп докладпа ведомство ертÿçи Эмир Бедертдинов тухса калаçрĕ, 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене тишкерчĕ.

- Раççей Президенчĕн хушăвĕпе пурнăçланакан «Экологи» нацпроектăн «Вăрмансене сыхласси» федераци проектне ăнăçлă ĕçе кĕртетпĕр. Эпир вăрман хуçалăхне тухăçлă тытса пыракан Раççейри чи лайăх регионсен рейтингĕнче малти вырăнсене йышăнатпăр, - терĕ вăл. - Йывăçсем лартса ÿстерес ĕç кăтартăвĕсене çултан-çул лайăхлатса пыратпăр.

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, юлашки пилĕк çулта 6,3 пин гектар çинчи лаптăкра вăрмансене çĕнĕрен чĕртсе тăратнă.

Коллеги ларăвĕнче Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова та сăмах илчĕ. Вăл «симĕс патшалăхăн» лаптăкĕсене пысăклатас, çамрăк хунавсене лартас, вăрман тăрăхĕсене пушартан хÿтĕлес тĕлĕшпе Вăрнар лесничестви курăмлă тăрăшнине палăртрĕ. Учреждени директорĕ Сергей Анисимов юлашки çулсенче вăрмансенче пушарсем алхасманнине çирĕплетрĕ.

Паллах, Çутçанталăк министерстви, вырăнти лесничество, ял территори пайĕсем, пушар асăрхавĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тимлени ăнăçлă ĕçлеме май парать. «Вăрмансене пушарсенчен хÿтĕлессипе, симĕс пуянлăха сыхласа хăварассипе мероприятисене малашне те тĕплĕн ирттерĕпĕр, – терĕ Вăрнар лесничествин ертÿçи.

Учреждени питомникĕнче тĕрлĕ йывăç-тĕм калчисене çитĕнтереççĕ. Нумаях пулмасть 500 тĕм çамрăк хыра Запорожье тăрăхне илсе кайнă, чăваш хунавĕсене Бердянск районĕнчи «Познайка» ачапча сачĕн паркĕнче лартнă. Туслăха çирĕплетсе вырăнти администраци Крым хырĕсен хунавĕсене парнеленĕ. Шăпах та вĕсене хăнасем Вăрнар поселокĕнчи Асăну скверĕнче лартрĕç. «Тĕнче аллейи» тесе уçрĕç.

Çутçанталăк министерстви çумĕнчи Обществăлла канашăн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллаштарчĕç. Чăваш енри çăлкуçсене тĕпчессипе мĕнле тимлени те ларăва хутшăнакансене кăсăклантарчĕ.

Хастар ĕçлекенсене ларура наградăсемпе чысларĕç. Сергей Анисимов Бердянск районĕн администрацийĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ.

Экологи культурин тата çутçанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкĕнче пĕлтерĕшлĕ ĕçсем иртеççĕ. Кăçал экологи туризмне аталантарасси, шыв объекчĕсене хăтлăлатасси, çĕнĕ экомаршрутсем йĕркелесси тĕпре.

Вăрман этеме тата чĕрчунсене тăрантарать, çĕр çинчи пурнăçа хÿтĕлет.

Çак кун Вăрнар лесничествинче экологи сукмакне уçрĕç. Туризм маршручĕ паллă вырăнсемпе паллаштарать. Экосукмакăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ 1,3 çухрăм. Маршрут хăнисем Вурнарка юханшывĕ, юмансемпе хырсем çинчен интереслĕ фактсене пĕлме, таврари вăрман илемĕпе киленме, уçă тата сиплĕ сывлăшпа тарăннăн сывлама пултараççĕ.

«Вăрман историне çул çÿрени» экосукмак туристсемшĕн чăннипех те кăсăклă пулĕ. Коллеги ларăвне хутшăннисене паллă вырăнсемпе историпе краеведени музейĕн директорĕ Елена Шарипова паллаштарчĕ. Палăртмалла, вăрманта йĕркеленĕ экологи сукмакĕ унччен республикăра пулман. Вăрнар тăрăхне туристсем ытларах килессе шанатпăр.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика