Çакăн пек шухăша палăртрĕ ятарлă çар операцийĕн участникĕ Вадим Платонов «Рассвет» спорт шкулĕн Санарпуçĕнчи филиалĕнче кĕрешÿçĕсемпе тĕл пулнă май
Кĕске вăхăтлăх отпуск вăхăтĕнче çар çынни ачасем валли вăхăт тупни пĕлтерĕшлĕ. Вадим Юрьевич хăй шкулта вĕреннĕ чух сывă пурнăç йĕркин çывăх тусĕ пулнă.
Санарпуçĕнче хальхилле спорт секцийĕ пулман, вăл юлташĕсемпе пĕрле Вăрнарти ача-пăча спорт шкулне çÿренĕ. Малтан ирĕклĕ кĕрешÿре пиçĕхнĕ, кайран вара йывăр атлетикăна ытларах кăмăлланă. Полицин «Вурнарский» пайĕнче ĕçленĕ чухне те вăл спорта пăрахăçламан, ÿт-пĕве куллен тренировкăсенче пиçĕхтернĕ.
Служба вăхăтĕнче Вадим Юрьевич çар хирĕçтăрăвĕсене йĕркелес ĕçе пĕрре мар хутшăннă. Ятарлă çар операцийĕнче те пирĕн хастар ентеш паттăрлăх кăтартать.
Отпуска килсенех вăл тăван ялĕнчи спорт шкулĕн филиалне хул-çурăма тĕреклетме гантельсем, боксер миххине парнеленĕ. Çавăн пекех çамрăксене занятисем ирттерме хаваслăрах пултăр тесе музыка центрĕ те туянса панă. Кĕрешÿ борцовкисем те ачасен кăмăлне кайнă.
Тĕлпулăва вĕсем пĕр ялти Тимофей Софроновпа килнĕ. Тимофей та - ятарлă çар операцийĕн участникĕ. Хăй вăхăтĕнче Виталий Трофимов тренер патĕнче кĕрешÿ ăсталăхне туптанă, республика чемпионачĕн призерĕ те пулнă.
Çар çыннисем ачасене спорта пурнăç тăршшĕпех юратма чĕнсе каларĕç. Ку телефон çинче ларнинчен çĕр хут лайăхрах пулнине, кăмăла çирĕплетнине палăртрĕç.
«Рассвет» спорт шкулĕн директорĕ Владимир Прокопьев Вадим Платоновăн ыркăмăллăхне Тав хучĕ парса чысларĕ.
Çак кунсенче Вадим Платоновпа Тимофей Софронова çавăн пекех тăван Санарпуç шкулне те чĕннĕ. Хастар чĕреллĕ çамрăксем ачасене çар пурнăçĕ, хăйсен мĕнлерех задачăсем пурнăçлама тивни пирки каласа кăтартнă, вĕренекенсен тĕрлĕ ыйтăвĕсене хуравланă. Çар çыннисем ентешĕсене пур енлĕ пулăшма тăрăшнăшăн тав тунă. Коллектив вара хăйсен выпускникĕсене Çĕнтерÿпе чĕррĕн-сыввăн таврăнма Турă хÿтлĕхĕнче çÿреме ăнăçу суннă.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Февраль 2025 |