Умра - çураки

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.04.2025, 19:30 Просмотров: 65

Вăрнар округĕнче çуракине тĕплĕн хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе агроинженери конференцийĕ пулнă. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие округ администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Фирсов уçнă.

Вăл АПК аталанăвĕ Вăрнар ен экономикине витĕм кÿнине палăртнă. Ял хуçалăх организацийĕсем пулсан яллă тăрăхсем те аталанаççĕ, çынсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен паха продукцие хамăр вырăнтах туса илнĕрен ăна халăх тивĕçлĕ хакпа туянма пултарать.

Умра - çураки. Ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Анатолий Мураткин кăçалхи ĕç планĕпе паллаштарнă. Палăртнă тăрăх, кăçал акса-лартса хăварнă мĕнпур лаптăк 28603 гектарпа танлашмалла. Çурхи культурăсем 12754,6 гектар йышăнĕç. Тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсем валли 18529,7 гектар ?кĕрхисемпе пĕрле% уйăрĕç.

«Иккĕмĕш çăкăр» уйĕсем те пулĕç. Кăçал хуçалăхсем çĕрулмине 298 гектар лартма палăртаççĕ. Аграрисем выльăх апачĕлĕх тата техника культурисем те акĕç.

Агроинженери конференцийĕнче вăрлăх пахалăхĕпе, ÿсентăрана хÿтĕлессипе, ĕç сыхлавĕн правилисене пăхăнассипе, мехпарка пуянлатассипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă.

Çавăн пекех минераллă удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем кÿрсе килесси пирки те калаçнă. Мелиораци ĕçне патшалăх пулăшăвĕпе усă курса аталантармаллине те тишкернĕ.

Нумай та вăхăт иртмĕ. Çурхи ака кампанийĕ пуçланĕ. Яваплă тапхăрта кашни уяр самант хаклă. Анатолий Мураткин аграрисене çуракине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме суннă.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика