Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕ асăрхаттарать: хальхи вăхăтра интернетра çамрăксене хăрушла киревсĕр ĕçсене хутшăнтарни нумайланнă. Вĕсене преступниксем улталаса е тĕрлĕрен хăратса инфраструктура объекчĕсем çинчен даннăйсем пуçтарма хушаççĕ, тата вĕсене, автомобильсене чĕртсе çунтарма, сирпĕтсе яма та хĕтĕртеççĕ.
Нумай чухне вербовщиксем çамрăксене «çăмăл тупăш» шантараççĕ. Çакăншăн ансат ĕç пурнăçламалла çеç-мĕн: сăнÿкерчĕк тумалла, çÿп-çап урнине çунтармалла, посылка хăвармалла е тата ытти. Тепĕр чухне вара хур тăвассипе, çав шутра çывăх çыннисен сывлăхĕпе пурнăçне сиен кÿрессипе те, хăратаççĕ. Тăтăшах - ятарлă службăсен сотрудникĕсен ячĕпе.
Тĕплĕнрех – хаçатра.
Хамăр инф.
Ноябрь 2026 |
