Уксуспа наркăмăшланнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.11.2026, 14:35 Просмотров: 20

Юпа уйăхĕнче кăна васкавлă медицина больницине уксус ĕçсе наркăмăшланнă 6 пациента илсе килнĕ.

Çак шĕвеке ĕçнине пула кăçал 41 çынна тухтăрсен пулăшăвĕ кирлĕ пулнă. Ватă çынсем уксуса йăнăшпа ĕçнĕ, ыттисем çак хăрушă мелпе мухмăр чĕртес тенĕ. 6 çынна çăлма май килмен.

Чăваш енри тĕп специалист-токсиколог Надежда Смелова асăрхаттарать: уксус - йăлара усă курмалли ахаль шĕвек мар, вăл - çав тери хăрушă хими япали. Темиçе тумлам та шалти органсен йăлмакине вăйлах çунтарма пултарать. Вĕсене кайран сиплеме çук, ку пурнăçшăн хăрушă. Уксуса алă айĕнче тытмалла мар. «Сывалас» тĕллевпе те нихăçан та усă ан курăр. Çын наркăмăшланни пирки пĕлсен тÿрех медпулăшу чĕнмелле, кашни минучĕ пĕлтерĕшлĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика