Пăр сивви

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.11.2026, 14:38 Просмотров: 17

Лера больницăра выртать. Палатăри стенасем тĕссĕрленсе кивелнĕ, урайне сарнă линолеум çуркаланса пĕтнĕ. Алăк çывăхĕнчи кравать çинче те йывăç чÿречерен çил вĕрни сисĕнет…

Çук, ку кăлтăксене асăрхамасть хĕр пĕрчи - хăй çÿрекен спорт шкулĕнче те çаплах, хывăнса-тăхăнмалли пÿлĕмри кĕтессем кăвакарса хăмпăланнă, шалта пĕр вĕçĕм нÿрĕк шăрши палăрать, тум çакмалли шкапсенче çекĕлĕсем çук, алăкĕсем çăрапа питĕрĕнмеççĕ. Тренировка ирттермелли залри матсем шăтăк-çурăк, стенисене сĕрнĕ сăрă хăйпăнса тăкăнать, çуркунне-кĕркунне çумăр çумассерен хăрах енĕпе шăпăр-шăпăр шыв анать.

Хăшĕ-пĕри кăмăлсăрлансан та Лера ăна-кăна пăхса тăмасть, вăл пысăк ăмăртусенче пьедестал çине хăпарма ĕмĕтленет кăна мар, мăйĕнчен ылтăн медаль çакасса та кĕтет. Çавăнпах шкулти уроксем хыççăн тÿрех тренировкăна чупать. 4-мĕш класс ачи тееймĕн - кунсерен ултшар сехет ÿт-пĕве пиçĕхтернĕ хыççăн киле таврăнса тепĕр кунхи уроксене çур çĕр иртичченех хатĕрленет.

Нăйкăшма хăнăхман вăл. Халĕ те, авă, хуçăлнă урине операци тунă, кире пуканĕ çакса янă, çавăнпах хăй ниçталла та хускалаймасть. Пĕрех никама та йĕрсе кăтартмасть. Ыратнине чакаракан укол тунăран тĕлĕрсе кайнăччĕ те - акă, вăранса куçне уçрĕ........

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика