Хальхи вăхăтра грант проекчĕсемпе ĕçлесси çирĕпленсе, аталанса пырать. Паллах, шкул тата вĕрентекенсем хăйсен ăсталăхне, пултарулăхне, çаврăнăçулăхне ачасемпе анчах мар, çемье тата общество умĕнче кăтартасси те мала тухса тăрать.
Калининăри хавшак сывлăхлă ачасене вĕрентекен шкул-интернат грант конкурсне хутшăнса чăннипех те тивĕçлĕ вырăн çĕнсе илчĕ. Тăхтаса тăмасăрах шкулта «Аллăмри алă» пултарулăх мастерскойĕ ĕçлеме пуçларĕ, ачaсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене тата вĕрентекенсене пĕрлештерчĕ. Çемье лапамĕнче тăрăшакансен аллинче тăтăшах гипсран ăсталанă теттесем, кĕлеткесем, савăт-сапасем, чечек кăшăлĕсем çуралаççĕ. Кашни япалара вăй хураканăн ăс-хакăлĕ, ăсталăхĕ палăрать. Ку çăмăл ĕç мар, анчах питĕ кăмăллă, интереслĕ пулăм.
Гипспа ĕçленĕ чух малтанах форма хатĕрлеççĕ, унта шывпа гипса хутăштарса çăрнă шĕвеке яраççĕ. Хытнă гипс хатĕрне формăран кăларса типĕтме хураççĕ. Кайран вара тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе илемлетеççĕ. Çак ĕçре кашни утăм пĕлтерĕшлĕ - унта çемье пĕрлĕхĕпе ăшăлăхĕ, юратăвĕпе илемлĕхĕ палăрать.
Ку проект ашшĕ-амăшĕсемпе ачисен çыхăнăвне, пултарулăхне çирĕплетекен проект пулса тăчĕ. Шкулта вырнаçнă пултарулăх мастерскойĕ кашни çемьене хăйсен ăсталăхне палăртма тĕрлĕрен мелсем туса пулăшать. Пĕрле пулни, çума-çумăн тăрăшни, пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлне хисеплени чăннипех те «Аллăмри алă» мастерскойĕн тĕп тĕллевĕ пулса тăни курăнать.
Людмила ФЕДОРОВА
Ноябрь 2026 |
