Диагностика пахалăхĕ ÿснĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.11.2026, 14:36 Просмотров: 22

«Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕпе Вăрнар округĕнче онкологи чирĕсене малтанхи тапхăрта тупса палăртаççĕ. 2025 çул вĕçĕнче район больницине çĕнĕ цифра рентген оборудованийĕ илсе килсе вырнаçтарнă.

Кăçалхи 10 уйăхра унпа усă курса 1000 ытла тĕпчев ирттернĕ. Вĕсенчен 608-шĕ сывлав органĕсемпе çыхăннă. Çĕнĕ ÿкерчĕксем уçăмлăрах пулнă пирки диагностика тĕрĕслĕхĕ самаях ÿсет. Кăçалхи 10 уйăхра ÿпкен усал шыçă чирĕн 11 тĕслĕхне тупса палăртнă. «Цифра рентгенологийĕ диагностикăн пахалăхне лайăхлатрĕ. Халĕ малтан курман улшăнусене тупса палăртма майсем ытларах. Ÿпке ракĕ чылай чухне симптомсемсĕр иртет. Çавăнпа та чире малтанах палăртма профилактика тĕрĕслевĕсем тухни пĕлтерĕшлĕ», - пĕлтерчĕ Вăрнар район больницин тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Петрова.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика