Район хаçачĕн юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче тухнă 38-мĕш номерĕнче Пăртасра 1958-1976 çулсенче Мичурин ячĕллĕ колхоза пултаруллă ертсе пырса малтисен ретне кăларнă Александр Иванович Грибов председателе тата СВО-ра паттăррăн çапăçса 44 çултан шăп аслашшĕ вилнĕ кун пуçне хунă унăн мăнукне Саша Грибова хисеп туса асăну хăмисем уçни, çав ятпа ятарлă курав йĕркелени çинчен çырнăччĕ.
Ку мероприятие Патшалăх Канашĕн депутачĕпе пĕрле округ администрацийĕн тата Шупашкартан килсе çитнĕ АПК ветеранĕсен Союзĕн делегацийĕ те хутшăннăччĕ.
Курава йĕркелекенĕ - ялти библиотекăра тимлекен Ольга Иванова. Вăл кĕске вăхăтрах Мичурин ячĕллĕ колхозпа унăн ертÿçине сăнланă сăнÿкерчĕксем, тĕп хулари Наци библиотекипе çыхăнса 1958-1976 çулсенчи хаçатсенче асăннă колхоз çинчен çырнă статьясене тупса стендсем çине вырнаçтарма пултарчĕ. Саша Грибова халалланă видеофильм та хатĕрлеме ĕлкĕрчĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Геннадий ИВАНОВ
Пăртас
Ноябрь 2026 |
