Виçĕмкун Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе ятарлă çар операцийĕн вырăнне черетлĕ гуманитари грузне ăсатнă
Ку - 104-мĕш гуманитари конвойĕ. Ун йышĕнче - «Соболь» автомобиль, генераторсем, техника, стройматериалсем.
Канмалли кунсенче Етĕрнерен те пулăшу янă, çар уй-хир условийĕсем валли сакăр автомобиль, маскировка сечĕсем, перевязка материалĕсем, апат-çимĕç, буржуйка кăмакасем тата ытти те.
Олег Николаев кашни гуманитари пулăшăвĕнче волонтерсен пысăк ĕçĕ пулнине палăртнă.
Çак кунсенче çавăн пекех маларах ăсатнă гуманитари пулăшăвĕн пысăк партине – пурĕ 21 тонна – салтаксем патне ăнăçлă çитернĕ. Тиеве малти ретре çапăçакансем ыйтнипе пухнă. Хÿтĕлев сооруженийĕсем валли 20 куб стройматериал, 3 квадрокоптер, УАЗ «Буханка», дронран хÿтeлекен 200 плащ, ĕç хатĕрĕсем, медикаментсем, апат-çимĕç, газ баллонĕсем, 600 л бензин, 200 л солярка тата ытти япалана леçнĕ.
Вăрнар округĕнче те салтаксене пулăшас ĕç самантлăха та чакмасть. Волонтер ушкăнĕсем отпуска килнĕ ентешсем урлă та, тÿреммĕн те фронта чылай пулăшаççĕ.
Ноябрь 2026 |
