Çĕнелнĕ тăваттăмĕш библиотека

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.11.2026, 14:41 Просмотров: 20

«Çемье» наци проекчĕпе çĕнелнĕ хыççăн Хапăсри библиотека хăйĕн алăкĕсене вулакансем валли уçнă. Торжествăлла церемоние Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Татьяна Казакова, Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова хутшăннă. Хăнасене ача-пăча пултарулăх центрĕн воспитанникĕсем «Раççей халăхĕсем» пултарулăх номерĕпе савăнтарнă.

Библиотекăна уçнă самантра хĕрлĕ хăю касман, çĕнĕ йăлана çул панă. Паллă пулăм валли Кирилловсен нумай ачаллă çемйи картина калăпланă. Ун çинче çемьери кашни çын тĕрлĕ тĕспе сăрланă ал йĕрне хăварнă. Картина - библиотекăн чĕрĕ символĕ, пĕрлĕх, пулăшу тата юрату палли пулса тăнă. Вăл библиотекăра кашни çемьене, кашни ачана е çитĕннĕ çынна хапăл туса йышăннине палăртать.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика