«Тăван çĕршывшăн», «Сунарçă калавĕсем», «Кайăк тусĕ», «Уйăх витĕр çул курăнать», «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ» тата ытти кĕнекесен авторĕ Мĕтри Кипек çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Чăваш АССРĕн К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премине тивĕçнĕскерĕн хайлавĕсем 20 ытла кĕнекере кун çути курнă. Вăл ытларах çутçанталăка упрас, юратас ыйтăва çĕклет тата вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă кунсене сăнласа кăтартать.
Дмитрий Афанасьев Вăрнар районĕнчи Тимĕрçкасси ялĕнче 1913 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Вăл ялтах пурăннă, Кĕçĕн Кипекри шкулта вĕреннĕ. Ялтан вĕсем 1931 çулта виççĕн тухса кайнă. Хыççăн Мĕтри Кипек яла вăхăтлăха кăна килсе кайнă. Мускава кайсан Мĕтри Кипек белорус хĕрне качча илнĕ. Мăшăрăн икĕ ача çуралнă. 60 çулхи юбилейне Мĕтри Кипек ялта ирттернĕ. Туçи Çармăс клубĕнче ял çыннисемпе тĕлпулу йĕркеленĕ. Ун чух вăл ентешĕсене хăй çырнă кĕнекесене парнеленĕ.
Дмитрий Афанасьев Хĕрлĕ Çар ретне 1935 çулта тăнă. Унта 20 çула яхăн пулнă, подполковника çити ÿснĕ. Кăçал Мĕтри Кипек çуралнăранпа 105 çул çитнĕ ятпа Тимĕрçкассинче Асăну хăми уçасса кĕтнĕччĕ, анчах шаннă кайăк йăвара пулмарĕ. Ял тăрăхĕ тата район администрацийĕ паллă çыравçăна хисеп тăвасса шанас килет.
Василий ИВАНОВ.
Тимĕрçкасси ялĕ.
Октябрь 2024 |