Курнинчен курманни, пĕлнинчен пĕлменни нумай, теççĕ. Редакцире вăй хуракансен ĕçлĕ çул çÿревпе тĕрлĕ ялсенче тăтăшах пулма тивет.
Вăрманкасри почта уйрăмĕнчен Мария Михайловна Павлова тулли кăмăлпа тухрĕ.
– Район хаçатне 2021 çулăн пĕрремĕш çурри валли юпа уйăхĕн 11-мĕшĕччен йÿнĕ хакпа çырăнтараççĕ. Эпĕ те юлас темерĕм. Пуçаруллă утăм турăм. «Çĕнтерÿ çулне» çырăнтăм. Чун çимĕçĕсĕр нихăçан та пурăнман. Район хаçатне малалла та илсе тăрăп, – хавхаланса пĕлтерчĕ Мария Михайловна. – Тĕрлĕрен тĕрлĕ статьясене вуласа тавракурăма аталантарăп.
Ĕç ветеранĕ 86 çулта. Хăйĕн ĕмĕрĕнче Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тăрăшнă. «Самолет» колхозра та нумай çул тимленĕ. Учетчик та, бригадир та пулнă.
Ăраскал тени кашнин ăрасна. Мария Павлова пĕчченех пурăнать, апла пулин те тăванĕсен хÿтлĕхне туйсах тăрать. Вĕсем тĕрев парса тăнипе Мария Михайловна сурăхсем тытать. «Этем тени ĕçпе паха»,– палăртрĕ хаçат тусĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, теççĕ. Ашшĕпе амăшĕ те хисеплĕ çынсем пулнă. Мария Михайловна вĕсен ырă ятне çĕре ÿкермест. Икĕ йăмăкĕпе шăллĕ те ĕçре хастар.
Тепĕр маттур ватăсенчен пĕри – Ярмушкара пурăнакан 70 урлă каçнă Лидия Ефимовна Александрова. Вăл хаçат-журнала çитес çулăн пĕрремĕш çурри валли йÿнĕ хакпа çырăнтарнă чух кĕнерникун, юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче, вырăнти почта уйрăмне ирех çитрĕ. Кунта тăрăшакансем Лидия Ефимовнăна хапăлласах кĕтсе илчĕç. «Çĕнтерÿ çулне» çырăннине çирĕплетекен квитанцие тытсан Лидия Александрова хавхаланса кайрĕ.
– Район хаçачĕпе çур ĕмĕр ытла туслă. «Çĕнтерÿ çулĕн» çĕнĕ номерĕ – тин кăна пиçсе тухнă кăпăшка çăкăр пекех. Ăна курсанах алла илес килет, – кăмăллăн калаçрĕ Лидия Александрова. – Район хаçатне тăвана кĕтнĕ пек кĕтетĕп.
Лидия Ефимовна нумай çул Ярмушкари вăтам шкулта лаборанткăра тăрăшнă. Унăн пурнăçра хурипе-шуррине сахал мар астивме лекнĕ. Мăшăрĕн кун-çулĕ ытла кĕске пулнă. Çамрăк хĕрарăм пилĕк ачипе тăрса юлнă. Апла пулсан та виçĕ хĕрĕпе икĕ ывăлне çĕршыва юрăхлă пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ районти сывлăх сыхлавĕнче тимлеççĕ. Хĕрĕ – Елена Александрова – врач-эндокринологра ĕçлет, ывăлĕ – Александр Александров – васкавлă пулăшу станци водителĕ.
– Ачасем манран укçа-тенкĕ ыйтмаççĕ, хăйсем пулăшаççĕ, – терĕ хаçат тусĕ. – Вĕсем тăрăшнипе ĕнтĕ эпĕ паянхи кун та ĕне усратăп. Выльăх апачĕ çулсерен çителĕклĕ хатĕрлетĕп.
Ача-пăча пÿрт тултарать, теççĕ. 7 мăнукĕ, 2 кĕçĕн мăнукĕ килсен Лидия Ефимовнăн кăмăлĕ уçăлса каять. Вĕсене яланах техĕмлĕ кукăль-икерчĕпе сăйлама тăрăшать. Лидия Александрова çамрăксемпе пĕрле район хаçатне те вулама кăмăллать.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |