Андрей Тихонова суйларĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.10.2020, 11:48 Просмотров: 342

Ĕнер район депутачĕсен çĕнĕ корпусĕ Пухăва пĕртен-пĕр ыйтупа пухăнчĕ. Кун йĕркинче район адми-нистрацийĕн пуçлăхне уйăрса лартасси пулчĕ. Ларăва район пуçлăхĕ Владимир Яковлев ертсе пычĕ.

Çÿллĕ поста йышăнма конкурса виçĕ кандидат хутшăннă: Станислав Николаевич Афанасьев, Геннадий Петрович Никитин тата Андрей Владимирович Тихонов.

Депутатсен сасăлавĕччен конкурсантсем комиссин малтанхи «али» витĕр тухнă: район бюджечĕпе, аталанăвĕпе çыхăннă тата ытти ыйтусене хуравланă. Хуравсен проценчĕн шайлашăвĕ тăрăх сасăлава икĕ кандидата тăратнă: Станислав Афанасьева тата Андрей Тихонова.

Район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхне депутатсем уçă сасăлавпа палăртрĕç. Вĕсенчен ытларахăшĕ Андрей Владимирович Тихоновшăн алă çĕклерĕç.

Вăрнар район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ Пуху умне тухса калаçнă май, район аталанăвĕшĕн пĕрлешсе ĕçлеме, халăх пурнăçне лайăхлатма чунтан тăрăшма шантарчĕ. Хальхи вăхăтри тĕп ыйтусен шутĕнче çитес çулсенчи бюджета йĕркелесси, Чăваш енĕн социаллă-экономика аталанăвĕн Комплекслă программинче палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртесси пулнине каларĕ.

Яваплă ĕçре тăрăшса ĕçлеме ăна Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Сергей Семенов тата Сергей Павлов ăнăçу сунчĕç.

Андрей Тихонов Вăрнарта çуралса ÿснĕ. Тĕрлĕ çулсенче Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн цех пуçлăхĕнче, «Росгосстрахăн» тата «Ингострахăн» районти филиалĕсен ертÿçисенче тăрăшнă. Кăçалхи июльтен – район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕн, сентябрьтен район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика