Тÿлевсĕр юридици пулăшăвне кам тивĕçме пул-тарать? Унăн хăш тĕсĕсемпе усă курма май пур? Эсир пурăнакан вырăнта юридици пулăшăвне тÿлевсĕр кÿрессишĕн кам яваплă?
Çак тата ытти информацие тупма халĕ тата ансатрах пулĕ. Ку енĕпе малашне Чăваш енри юстици ĕçĕсемпе тимлекен патшалăх служби хатĕрленĕ QR-код пулăшĕ.
– Кунта нимле кăткăслăх та çук. Телефон камерине графика ÿкерчĕкĕ çине кăна тытмалла. Çакăн хыççăн тÿрех даннăйсен Порталне лекетĕр. Унтан, ссылкăпа, – Чăваш енре тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ кÿрекен пунктсене кăтартакан интерактивлă картта çине. Çапла майпа сире кирлĕ информаципе сайтра туллин паллашма пултаратăр, – ăнлантарать республикăри юстици ĕçĕсемпе тимлекен патшалăх служби.
Аса илтеретпĕр, федераллă шайра юридици пулăшăвне тÿлевсĕр тивĕçме граждансен 27 ушкăнĕн право пур, республикăра – 44 ушкăнăн. Вĕсем – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, I тата II ушкăн инваличĕсем, сахал тупăшлисем, сусăр е тăлăх ачасем, нумай ачаллă çемьесем, çире пур хĕрарăмсем тата ыттисем.
Юридици ыйтăвĕсемпе тÿлевсĕр пулăшăва республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсем, вĕсене пăхăнакан учрежденисем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем, «Социаллă пулăшу мерисен центрĕ» учреждени, район-хуласенчи социаллă хÿтлĕх пайĕсем, адвокатсемпе нотариуссем, юридици клиникисем тата патшалăхăн мар центрсем тивĕçтереççĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |