Нумайăшĕ астăвать те пулĕ пĕлтĕрхи декабрĕн 7-мĕшĕнче Калининăра пулнă йывăр инкеке. Вăл кун Мăн Çавал урлă каçакан кĕпер çинче 65-ри арçын хăрушла аманнăччĕ. Çавна пулах ĕнтĕ унăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă.
Полици сотрудникĕсем ку инкеке тимлĕ тишкернĕ. Ĕç-пуç мĕнле сиксе тухнине тĕплĕн палăртма пултарнă. Сиен кÿрекене те шыраса тупнă. Вăл çав вăхăтра çулпа пынă грузовик водителĕ иккен. Нумаях пулмасть Вăрнар район сучĕ ун тĕлĕшпе айăплав приговорĕ йышăннă.
– Каçхине 17 сехет тĕлĕнче «КамАЗ» тягач «Калинино – Патăрьел – Елчĕк» автоçулпа иртсе пынă. Хайхискерĕн турттаракан грузĕ шуçса-куçса кайнă-мĕн. Кĕпер çине хăпарнă чух шăпах çак усăнса тăракан хăмасемпе лекнĕ те вăл çуран пыракана. Çакă 65-ри арçынна пурнăçшăн хăрушă сурансем кÿнĕ. Автомашина вара инкек вырăнĕнчен тÿрех кайнă.
Апла пулин те, полици сотрудникĕсен тăрăшулăхне тата оперативлăхне кура, ку синкерлĕ ĕç «тĕттĕм» юлман. Вĕсем хăмасем усăнса пыракан машинăна асăрханă çынсене тупнă, свидетельсенчен ыйтса пĕлнĕ, водителĕн айăпне кăтартакан ытти çирĕплетÿсене пухнă. Суд водитель çул-йĕр правилисене пăснă пирки çынна асăрхамасăр вилĕм кÿнĕ тесе йышăннă. Ăна икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарнă. Айăплав вăхăтне колони-поселенире ирттермелле тесе палăртнă. Унсăр пуçне мораль сиенне 2 миллион тенкĕ тÿлесе саплаштармалла. Приговор саккунлă вăя кĕмен, – пĕлтерет Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби.
Министерствăн Следстви управленийĕн çул-йĕр инкекĕсене тишкерекен пай следователĕн Михаил Зверевăн сăмахĕсем тăрăх, 56-ри водитель хăй такама хăмасемпе лектернине сисмен, çавăнпа чарăнса тăмасăрах кайнă тесе ăнлантарнă.
Хамăр инф.
Ноябрь 2024 |