Çын пурнăçне çăлма

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.09.2021, 09:55 Просмотров: 271

Район тĕп больници ФАПсене дефибрилляторсемпе тивĕçтерме тытăннă.

Кунашкал оборудовани сиплев учрежденине «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килсе çитнĕ. Пĕтĕмĕшле 2 млн та 439 пин ытларах тенкĕлĕх.

Реанимаци приборĕсемпе тивĕçтернин тĕп тĕллевĕ – халăх чĕре-тымар чирĕсенчен, вăл шутра чĕре тăрук чарăнса ларнинчен те, вилессине чакарасси. «Дефибрилляторсем çынсене вăхăтра сиплеме тытăнма тата вĕсен пурнăçне çăлма пулăшаççĕ. Вĕсем ФАПсенче питех кирлĕ. Çĕнĕ аппаратсене ĕçе кĕртес тĕлĕшпе фельдшерсене ятарласа вĕрентнĕ», – пĕлтерет район тĕп больницин тĕп врачĕ Сергей Илюткин.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика