Чăннипех тивĕçлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.10.2021, 14:53 Просмотров: 558

Çак çырăва хăпартланнă чĕрепе çыратăп. Суйлав кампанийĕ пынă вăхăтрах Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕн Владимир Свешниковăн кандидатурине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма сĕннине ырласа йышăнтăм.

Суйлав иртрĕ – вăл район çыннисем Владимир Свешникова шаннине кăтартрĕ. Вăл чăннипех те депутат пулма тивĕçлĕ çын. Хаçатра кашнинче вуласа пĕлетпĕр: вăл ертсе пыракан предприяти вăйлă аталанса кайрĕ. Унсăр пуçне, завод поселока аталантарассине те тÿпе хывать. Спорт объекчĕсем çĕклерĕ, хитре парк йĕркелерĕ, ача-пăча площадкисем турĕ тата ытти те. Ыркăмăллăх ĕçĕсене те хутшăнать: çынсене, шкулсене пулăшать. Владимир Васильевич, сире пĕтĕм район çыннисен ячĕпе саламласа районшăн, республикăшăн малашне те ырă ĕçсем тума сунатăп.

В.Смирнов, ĕç ветеранĕ.

Упнер.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика