Аякра ĕçлесе пурăнсан та çуралнă тăрăха манманни – ырă пулăм. Мускав облаçĕнчи «Порт «Коломна» акционерла обществăн генеральнăй директорĕ Владимир Яковлевич Алексеев, акă, тăван Çĕньял Хапăсра пурăнакансене май пур таран пулăшма тăрăшать.
Çитĕнекен ăру уйрăм тимлĕхре. Санарпуçĕнчи вăтам шкулти кадет класĕ, акă, вăл пулăшнипе çар тумĕсемлĕ пулчĕ.
Спортсменсене те хавхалантарма манмасть. Ку тăрăхра ирĕклĕ кĕрешÿ тĕсĕпе кăсăкланакансем сахал мар. Вĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче те час-часах палăраççĕ. Çавна май Владимир Яковлевич çамрăксене ку енĕпе пысăкрах та пысăк çитĕнÿсем тума пултарччăр тесе майсем уçса пама тăрăшать. Маларах вĕсене спорт матисемпе тивĕçтернĕччĕ. Халĕ, акă, велотренажерпа чупу çулне парнеленĕ. Вĕсене Санарпуçĕнчи культура çурчĕн тренажер пÿлĕмĕнче вырнаçтарнă. Кунта кĕрешÿçĕсем çеç мар, ял çыннисем те ÿт-пĕве пиçĕхтерме çÿреме пултараççĕ.
Каламалла, ку тăрăхри çамрăк спортсменсене «Санары» агрофирма та пĕрре мар пулăшнă. Хуçалăх ертÿçи Андрей Робертович Петров кĕрешÿçĕсене борцовкăсем туянса панă, спортинвентарьпе пĕрре мар тивĕçтернĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |