
Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки, культури ҫинчен тӗнчере пӗлччӗр, чӑваш чӗлхи ян янратӑр тесе ырми-канми ӗҫленӗ пирӗн чаплӑ ентешӗмӗр Праски Витти ( Виталий Петрович Петров). Вӑл РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш халӑх ӳнерҫи.
Малти Ишек ялӗнче ҫуралса ӳснӗ паллӑ художник пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ пулин те унӑн ырӑ ӗҫӗсене вӑрнарсем манмаҫҫӗ. Паян историпе краеведени музейӗнче Праски Виттин пултарулӑхне халалланӑ курав уҫӑлчӗ. Палӑртмалла, курав художникӑн картинисемпе тулӑх пулчӗ.
Мероприятие уҫнӑ май округ пуҫлӑхӗ Надежда Никандрова ятлӑ - сумлӑ ентешӗмӗр Вӑрнар ене, Чӑваш Республикине чапа кӑларнине ҫирӗплетрӗ.
✅Куравра Праски Виттин мӑнукӗ Кирилл Коробков хӑйӗн мӑшӑрӗпе Евгенийӑпа тата пӗчӗк ывӑлӗпе Юманпа пулчӗ, кукашшӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Праски Виттин ӗҫӗсем хӑйнеевӗрлӗ стильпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнсе мухтавлӑ кукашшӗн куравӗсем ӗҫлени мӑнукне, унӑн мӑшӑрне, мӑнаҫлантарать.
✅ Пӗлтерӗшлӗ мероприятие Праски Виттин вӗренекенӗ Ангелина Иванова та хутшӑнчӗ. Паллӑ ӳнерҫӗ патӗнче ӑсталӑха туптанине кӑмӑлпах аса илчӗ.
✅ Мероприятие килнисем хушшинче аграри колледжӗн студенчӗсем те пулчӗҫ. Ҫамрӑксем
талантлӑ художникӑн картинисемпе кӑсӑклансах паллашрӗҫ.
✅ Музей директорӗ Елена Шарипова Праски Виттине тӑван ен, ҫывӑх ҫыннисен, ентешӗсен кӑмӑлӗ, тараватлӑхӗ картинӑсем ҫырма вӑй-хӑват панине палӑртрӗ.
Тӗплӗнрех "Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" хаҫатӑн черетлӗ номерӗнче
Октябрь 2026 |
