Талантлă çын пур енĕпе те пултаруллă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.02.2023, 09:13 Просмотров: 353

Вăрнар тăрăхĕ маттур ентешĕсемпе тивĕçлипе мăнаçланма пултарать. Çулсем хыçала юлса пырсан та ятлă-сумлă çынсен ырă сăнарĕсем манăçа тухмаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Григорий Михайлович Илепер ?Михайлов%.

Вăл «Униче», «Парăм», «Çĕклем» поэзи кĕнекисен авторĕ. ЧАССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ ?1982%. 1962-1965 тата 1985-2000 çулсенче районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕнче тăрăшнă, тарăн шухăшлă статьясем, очерк-тĕрленчĕксем калăпланă. Раççей Журналистсен союзĕн членĕ ?1972%, СССР Писательсен союзĕн членĕ ?1982%. Чăн-чăн организатор пулнă. Обществăлла ĕçсенче хастарлăхпа палăрнă.

Пурăннă пулсан Григорий Илеперĕн кăрлач уйăхĕнче 84 çул тултармаллаччĕ. Ыр çын вилет, ыр ят юлать, теççĕ. Астăвăм яланах чĕрĕ. Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертÿçин Вячеслав Алексеевăн пуçарăвĕпе Григорий Илеперĕн пурнăçĕпе пултарулăхне халалласа тĕп библиотекăра ăшă тĕлпулу иртрĕ. Мероприятие Пуканкассинчи обществăлла тата хĕрарăмсен канашĕсен членĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă Леонид Николаев, Сергей Саманташ ?Васильев% поэт, Писательсен союзĕн членĕ Вениамин Сорокин, район хаçачĕн тĕп редакторĕнче ĕçленĕ Альбина Фомина тата ыттисем хутшăнчĕç. Библиотекарьсем паллă поэт тата журналист кун-çулĕ пирки презентаци ирттерчĕç.

Григорий Михайлович вăрманлă Çарăклă поселокĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Чăрăшкас Мăратра иртнĕ. Пĕр хура ĕçрен те хăраман. «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен» тенине яланах асра тытнă. Кăмашри шкулта, Вăрнарти зооветтехникумра, Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ илнĕ. «Знамя», «Ленинец» колхозсенче те, «Колос» совхозра та вăй хунă. Ăста специалист пулнă май, хуçалăхсен производство кăтартăвĕсене ÿстерме пулăшнă. Çав вăхăтрах литература лаççинче хăйĕн пултарулăхне туптама та вăхăт тупнă. Тĕрĕссипе, сăвă йĕркисем шăрçалама ача чухнех пуçăннă. Пĕрремĕш сăвви 1950 çулта райхаçатра пичетленнĕ. Григорий Илепер хăйĕн хайлавĕсенче ĕç çыннисен шухăш-кăмăлне, çутçанталăк илемне витĕмлĕ сăнлать.

- Утатăп эпĕ çиле хирĕç

Уç сывлăша сыпа-сыпа.

Çавна пула вăй-халăм çирĕп,

Тĕллев çÿрет çилçунатпа, -

Телейлĕ эпĕ çавăнпа! - тет вăл «Телей» сăвăра.

Ăна поэзи пахчине илсе кĕрекенĕ Петĕр Ялкир пулнă. Хастар çамрăк студент çулĕсенче районти литпĕрлешĕве хаваспах çÿренĕ. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕнче ял хуçалăх пайĕн заведующийĕнче тимленĕ.

«Илепер» псевдонима мĕншĕн суйланă-ши сăвăç/ Григорий Михайлович асаилĕвĕнчен: «Çапла, пĕррехинче, каникула килсен касăва кайрăм. Илепер юханшывĕ хĕррипе çÿрерĕмĕр. Çавăн чухне «Илепер» текен шухăш пырса кĕчĕ пуçа. Каярахпа пĕлтĕм, вăл курăк ячĕ те иккен».

Григорий Илеперĕн сăввисене чăваш поэзийĕн çăлтăрĕсем - Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ, Стихван Шавли, Юрий Сементер - тишкернĕ, пултарулăхне асăрханăран хаçат-журналсенче пичетлеме сĕннĕ. Григорий Михайлович критикăна яланах шута илнĕ.

Ăна палланă-пĕлнĕ, унпа пĕрле ĕçленĕ ентешĕсем тĕлпулура Григорий Илепере кăмăлпах аса илчĕç. Вениамин Сорокин, Сергей Саманташ, Леонид Николаев, Альбина Фомина, Лиана Григорьева тата ыттисем ун пирки ыррине кăна каларĕç. Григорий Михайловичăн спортри çитĕнĕвĕсене те, музыкăри пултарулăхне те палăртрĕç. Ахальтен каламаççĕ: «Талантлă çын пур енĕпе те талантлă». Григорий Илепер кăмăлĕпе те ырă, пуринпе те тарават пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. ЧНК-н районти уйрăмĕн ертÿçи Вячеслав Алексеев паллă ентешĕн юбилейĕ тĕлне мĕнпур сăввине пухса сборник пичетлеме сĕнчĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика