Çулçÿрев мăнаçлăх туйăмне çуратрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.11.2023, 08:42 Просмотров: 647

Чăваш енĕн ĕлккен вырăнĕсене çитсе курмасăр тăван тавралăх илемĕпе киленме вĕренеймĕн. Çак шухăша тĕпе хурса эпир, Санарпуç вăтам шкулĕн 11-мĕш класĕнче вĕренекенсем, класс ертÿçипе тата вĕрентекенсемпе пĕрле инçе çула тухрăмăр.

Куславкка тăрăхĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă тыл ĕçченĕсене халалланă мемориала çитсе куртăмăр. Палăк аякранах мăнаçлăн курăнса ларать. Вăрнар районĕнчен ку пысăк ĕçе хутшăннă тыл паттăрĕсен ячĕпе уçнă плита умĕнче асăнмалăх сăнÿкерĕнтĕмĕр. Эпир ентешсемпе мăнаçлантăмăр.

Музея кĕрсен экспонатсем умĕнче чарăнмасăр иртме çук. Вĕсем чĕрĕ çынсем пекех, пире иртнĕ ĕмĕрĕн синкерлĕ вăхăчĕсем патне тавăраççĕ. Акă - пăчки-пуртти, пĕрени, лаши, кĕреçи… Кунтах – хÿтĕлевçисем… Çук, çук, вĕсем ывăнман, инçете шанчăкпа тинкереççĕ, пĕтĕм чун хавалне пухса çĕнтерĕве çывхартаççĕ.

Акă - Ф. Кузьмин, А.Пояндаев, С. Чикмякова хатĕрлесе кăларнă «Вăрнарсем – ĕç фрончĕн паттăрĕсем» кĕнеке. Акă, паллакан хушамат. Манпа пĕр хушаматлă çын та пур-çке кунта - Аляхова Акулина…

Манăн атте енчен тивекен тăван-ши ку/ Çак ыйту пуçа шĕкĕ çинĕ пек пăралать. Атте-аннерен киле çитсенех ыйтса пĕлмелле-ха тесе тĕв турăм.

Истори предметне вĕрентекен Марина Анатольевна Федоровапа пĕрле сăнаса-тĕпчесе çÿрерĕмĕр, Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне хатĕрленме курăмлăх хатĕрĕсем турăмăр, сăн ÿкерĕнтĕмĕр.

«Птичий полет» текен илемлĕ вырăнта та пулса куртăмăр. Мăнаçлă Атăл шавланине ç-ÿ-ÿ-ллĕ вырăнтан итлерĕмĕр. Чăтаймарăмăр, икĕ алла ирĕклĕ кайăксем вĕçнĕ пек сарса Атăл патнелле ыткăнтăмăр. Ашкăнчăк çилпе хăваламалла вылярăмăр, çыран хĕрринче çулçă пуçтартăмăр – телейлĕ ачалăхпа савăнтăмăр. Чуччу ярăнтăмăр, чĕре хавассăн, ирĕккĕн тапрĕ.

Киле çитсен аттепе аннерен тĕпчесе пĕлтĕм - Аляхова Акулина манăн атте енчен тивекен мăн асанне иккен.

Ку çулçÿрев манăн куçа уçрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хăрушлăхне те, совет халăхĕн чăтăмлăхĕпе паттăрлăхне те çамрăк чунпа туйса-ăнланса илме пулăшрĕ.

Çул çÿреме питĕ килĕшрĕ. Кам Куславкка тăрăхĕнче пулса курман, çывăх вăхăтрах – юр лариччен – кайса килме тăрăшăр. Тăван çĕрĕм-шывăмăрăн çутçанталăкĕпе, илемĕпе киленĕр. Телейлĕ çул пултăр!

Кристина АЛЯХОВА,

11-мĕш класра вĕренекен

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика