Пĕтĕм пурнăçĕ - спорт

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.11.2023, 08:42 Просмотров: 501

Чăннипех те çапла калама пулать Вăрнар округĕн тĕп физкультурникĕ Сергей Иванович Политов пирки. 32 çул ытла вăл хамăр тăрăхри спорт аталанăвĕшĕн хыпса çунать. Çак тапхăрта вун-вун ентеше спортпа туслашма, çитĕнÿсем тума хавхалантарма пулăшнă вăл.

Чăннипе, Сергей Иванович мĕн ачаран сывă пурнăç йĕркин тусĕ пулнă. Урăхла пулма та пултарайман. Хăй çуралса ÿснĕ Отиккăвă ялĕнчи çамрăксемпе пĕрле ăмăртмалла тенĕ пек ÿт-пĕве пиçĕхтернĕ. Çемьере те сывлăх çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Пĕртăвансем пиллĕкĕшĕ те шкул вăхăтĕнче тĕрлĕ ăмăртусенче хастарлăхпа палăрнă. Уйрăмах Сергей Иванович йăрă та çивĕч пулнă. Шкул, район чысне хăй вăхăтĕнче çăмăл атлетикăра, йĕлтĕр спортĕнче час-часах ăнăçлă хÿтĕленĕ.

Шкул хыççăн Сергей Иванович Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче агронома вĕренсе тухнă. Çарта пулнă. Хыççăн пĕр вăхăт Вăрнарти 29-мĕш училищĕре производство мастерĕнче тимленĕ. Вĕреннĕ вăхăтра та, службăра тăнă чухне те, ĕçленĕ тапхăрта та Сергей Иванович спортран уйрăлман, вĕренÿ учрежденийĕсен, чаç чысне тĕрлĕ ăмăртусенче хÿтĕленĕ.

1989 çулта Мускавра тĕнче марафонĕнче 8-мĕш вырăн йышăннă. Çавăнпах-тăр ăна 1992 çулта районти спорт аталанăвĕн ĕç-хĕлне шанса панă. Администрацире ĕçлеме тытăнсанах вăл шкулсемпе, предприятисемпе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Тренерсемпе пĕрле спортра ăнăçу тума пултаракан вĕренекенсем валли çул уçма пулăшнă. Ĕçленĕ вăхăтра хăй те пединститутра аслă пĕлÿ илнĕ.

Чăннипе, Сергей Иванович район çамрăкĕсемшĕн, аслăраххисемшĕн хăй паха тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Чупассипе, йĕлтĕрпе ăмăртассипе, хĕллехи тата çуллахи полиатлонра, сĕтелçи теннисра республикăра чи çивĕччисенчен пĕри пулнă.

Çемйипе тата миçе кăна ăмăртура палăрман-ши/ Лариса Владимировна мăшăрĕпе тата ывăлĕсемпе вĕсем малтанхи вăхăтсенче кашни тупăшăва тенĕ пек хутшăнатчĕç.

Сергей та ашшĕ пекех полиатлонра ăста. Ку енĕпе вăл Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне те пурнăçланă. Шкулта вĕреннĕ чухне ку тĕсре республикăра ăна çитекен сахалрахчĕ. Студент вăхăтĕнче те пьедесталсем çинче ăна час-часах курма тиветчĕ.

Политовсен тепĕр ывăлĕ, Николай, футбола ытларах кăмăлланă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра «Химик-Август» командăн хастар вылявçи пулса.

Политовсем Хĕллехи тата Çуллахи ял спорт вăййисен - темиçе çулхи çĕнтерÿçисем. Республика чысне вĕсем пĕрре мар Раççей шайĕнче те хÿтĕленĕ.

Нумаях пулмасть Политовсем «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕ пуçарнипе «Ăрусен вăййисем» республикăри çемье фестивальне хутшăннăччĕ. Волейболра, сĕтелçи теннисра, шашкăра, ишессипе, ГТО элеменчĕсемлĕ эстафетăра тупăшнăччĕ. Ишессипе вĕсем 2-мĕш вырăн йышăннă. Теннисра, шашкăлла выляссипе тата ГТО эстафетинче - 4-мĕш йĕркере. Командăра Ларисăпа Сергей Политовсем, вĕсен Сергей ывăлĕ, Алевтина Политова Александр тата Владимир ывăлĕсемпе тата виçĕ мăнукĕпе.

Сергей Ивановича курах ĕнтĕ унăн пиччĕшĕн хĕрĕпе ывăлĕ те Дианăпа Александр Политовсем - спортра паллă ятсем. Диана чупура пысăк кăтартусем турĕ. Саша вара полиатлонра, чупассипе, йĕлтĕр спортĕнче, ишессипе - республикăри чи вăйлă спортсменсенчен пĕри. Раççей спорт мастерĕ.

Паян Сергей Иванович 60 çул тултарать. Анчах та ăна çак çулсене параймастăн. Çаплипех хастар вăл, çаплипех ăмăртусене хутшăнать. Вăй-халне куллен пиçĕхтерет вăл, кунсерен темиçешер çухрăм чупать, час-часах ишет. Хĕллехи вăхăтра ăна тăтăшах йĕлтĕр трасси çинче курма тÿр килет.

Сергей Ивановича сумлă юбилейпе саламлатпăр, малашне те çивĕчлĕхпе уйрăлса тăма сунатпăр. Сирĕн энерги нихăçан та ан иксĕлтĕр!

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика