Проектсем ытларах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.04.2024, 14:47 Просмотров: 308

Чăваш Патшалăх Канашĕн 2023 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.

Палăртмалла, виçĕмçулхипе танлаштарсан депутатсем Патшалăх Канашне сĕннĕ саккун проекчĕсен шучĕ икĕ хут ÿснĕ: пĕлтĕр - 25, 2022 çулта - 13.

Иртнĕ çул Чăваш Республикин 105 саккунне йышăннă, вăл шутран 14-шĕ - тĕп саккунсем.

- Эпир республикăн социаллă-экономика аталанăвĕн эффективлăхĕ валли, çынсен пурнăç пахалăхне ÿстерес, СВО-на хутшăнакансене тата нумай ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе тăнăçлă саккун никĕсне туса хурас ĕçе малалла тăсрăмăр, - пĕлтерет Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов.

Уйрăммăн илес пулсан, регион саккунĕсене кĕртнĕ улшăнусемпе СВО участникĕсен пилĕк е ытларах ачаллă çемйисене çурт-йĕрпе черетсĕр тивĕçтерессине пăхнă.

Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ вырăнне пĕр хутченхи тÿлеве суйласа илессине саккунпа çирĕплетнĕ.

Тăлăх ачасене çурт-йĕр сертификатне халĕ 21 çултан парĕç ?унччен 23-ре%. Çавăн пекех çурт-йĕр туянма паракан социаллă тÿлеве илме пултарассин переченьне те анлăлатнă.

Çавăн пекех 2023 çулта Патшалăх Канашĕ Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕ çумĕнчи законодательсен Канашне федераллă саккунсен 7 проектне тăратнă. 4 проектне - Патшалăх Думине. Чăваш парламентарийĕ «Раççей Федерацийĕн гражданĕсен сывлăхне сыхлассин никĕсĕ çинчен» федераллă саккунтан «медицина тивĕçтерĕвĕ» ăнлава кăларма ыйтнă.

«Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн «медицина тивĕçтерĕвĕ» ăнлава «медицина пулăшăвĕпе» улăштарас сĕнĕве ырларĕ. Раççей Правительствине ку поправкăна саккуна кĕртессине пăхса тухма хушрĕ. Врач пулнă май, Президентăн çак йышăнăвĕ çĕршывра медицина пулăшăвне кÿрессин пахалăхне ÿстерĕ. Унсăр пуçне, врач тата мĕнпур медицина ĕçченĕн профессийĕн престижне çĕклĕ», - пĕлтернĕ Леонид Черкесов.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика