Çĕнĕ медпунктсем пулĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.03.2025, 11:14 Просмотров: 22

Уйкас Кипекре çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ çĕкленмелле. Сиплев учрежденийĕн вырăнне палăртса хунă ĕнтĕ. Модульлĕ ФАП-а «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕн «Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне çĕнетесси» программипе тăвĕç. Палăртмалла, наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ - граждансен ĕмĕрне тăсасси. 2030 çул тĕлне вăтам пурнăç тăршшĕне 78 çулччен, 2036 çул тĕлне 81 çулччен ÿстерме палăртнă.

Тĕп врач Сергей Илюткин каланă тăрăх, çĕнĕ медпунктра çынсем, медперсонал валли хăтлă условисем туса парĕç. Эмел таврашне упрамалли уйрăм пÿлĕм, фельдшер, акушер, процедура кабинечĕсем пулĕç. Çĕнĕ оборудованипе тата дистанци технологийĕсемпе усă курнине пула медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿсмелле. Уйкас Кипекре 300 çынна яхăн пурăнать.

Тата тепĕр ырă хыпар. Кăçал Хирпуç ялĕнче те модульлĕ сиплев учрежденине çĕклеме палăртаççĕ. Ăна та хăватлă оборудованипе пуянлатĕç. Каласа хăвармалла, Хирпуçĕнче хастар халăх пурăнать. Ку тăрăхра пурăнакансем кивĕ медпункта хăйсемех пăснă.

Çăлкас Кăкшăмра, акă, иртнĕ çул наци проектне пурнăçа кĕртсе çĕнĕ медпункт çĕкленнĕ. Маларах кивĕ ФАП-ра шыв, санитарипе инженери системисем пулман. Çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ халĕ тухăçлă ĕçлет. Светлана Федорова опытлă специалист. Унăн ĕç стажĕ пысăк. Медпунктра пĕрремĕш пулăшу памалли препаратсем çителĕклĕ. Артери юн пусăмне виçме, юнри глюкозăпа холестерин шайне, чĕрене кардиограмма туса тĕрĕслеме, эмел туянма пулать.

Çĕнĕ медпункта интернет кĕртнĕ. Çавна май тĕп больницăри, республикăри ăста квалификациллĕ тухтăрсемпе телемедицина консультацийĕсем йĕркелеме май пур.

Светлана Ильинична Калининăри участок больницинчи медицина ĕçченĕсемпе пĕрле диспансеризаци ирттерме хастар хутшăнать.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика