Пурнăçне татма хăтланнăшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.03.2025, 19:12 Просмотров: 574

Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕ Вăрнар окру-гĕнчи 37-ри хĕрарăм тĕлĕшпе айăплав приговорĕ кăларнине пĕлтерет. Вăл йывăр преступленишĕн суд тенкелĕ çине ларнă: упăшкин пурнăçне татма хăтланнă-мĕн.

Ку киревсĕр ĕç пирки унччен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вăл пĕлтĕрхи ноябрьте пĕр ялта пулса иртнĕ. Ÿсĕр хĕрарăм çывракан упăшки патне пынă та икĕ хутчен çĕçĕпе мăйĕнчен сулса янă. Юрать, хăйĕн усал шухăшне пурнăçа кĕртеймен. Арçын хирĕç тăма пултарнине, ăна вăхăтра медицина пулăшăвĕ панине кура чĕрĕ юлнă.

Следстви управленийĕн информацийĕ тăрăх, хĕрарăмăн айăпĕ шар курнă арçын тата свидетельсем каласа панипе, тĕрлĕрен экспертиза кăтартăвĕсемпе тата ытти материалсемпе çирĕпленнĕ.

Суд приговорĕпе хĕрарăма 5 çуллăха ирĕкрен хăтарма йышăннă. Айăплава пĕтĕмĕшле режимлă юсану колонийĕнче ирттермелле. Приговора пурнăçлас тĕлĕшпе ачи 14 çул тултариччен отсрочка палăртнă.

Суд йышăнăвĕ хальлĕхе саккунлă вăя кĕмен.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика