Мăн Явăшри краеведени музейĕ 44 çул тултарчĕ. Унăн никĕсне хываканĕ Валерий Мефодьевич Белов педагог пулнă. Несĕлсен туприне пĕрчĕн-пĕрчĕн пухас, ăна пулас ăрусем валли типтерлĕ упраса хăварас ĕçе музей ертÿçин мăшăрĕ Людмила Павловна педагог та активлă хутшăннă. Музей çур ĕмĕре яхăн тĕрлĕ экспонатсемпе пуянланса пынă, вĕсен шучĕ халĕ вунă пинтен те иртет.
Валерий Мефодьевич 1974 çулта Мăн Явăш шкулне ĕçлеме килсенех музей уçас пирки калаçу пуçарнă. Анчах çăмăл мар лава туртма никам та килĕшмен. Пĕр енчен, шкулăн кивĕ çуртĕнче ун валли пушă кĕтес те пулман. Тепĕр енчен, пулас музейĕн никĕсне хывма тĕрлĕ материал, фотодокументсем кирлĕ. Анчах ăçта-ха педагогăн пушă вăхăчĕ;
Пĕррехинче Валерий Мефодьевич хăйĕн чăрсăр шухăшне каллех хускатнă.
– Музей уçас ĕçе хам кÿлĕнес тетĕп, – тенĕ.
Вăл тăван ен историне тĕпчес, культурипе йăли-йĕркине уçса паракан материалсене пухас тĕллевпе тĕрлĕ музейсемпе, наукăпа тĕпчев институчĕсемпе, архивсемпе тачă çыхăну тытма пуçланă. Музее тĕрлĕ экспонатсемпе пуянлатма шкул ачисем те йышлă хутшăннă.
Республикăри музейсем хушшинче ирттернĕ смотр-конкурсра Мăн Явăшри краеведени музейĕ çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ, Раççей шайĕнчи конкурса хутшăнма тивĕçнĕ. Пĕтĕм Раççейри музейсем хушшинче мăн-явăшсем каллех малти вырăна тухнă.
Экспонатсене пухассине тата упрассине унăн ертÿçи В.Белов çÿллĕ шайра туса пынă, чылай наградăна тивĕçнĕ. Шел, вăл ял-йышран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Халĕ музей алăкĕн çăраççине культура çурчĕн илемлĕх ертÿçине Нина Васильевна Андреевана шанса панă.
Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ, ÿнерçĕ ĕçне хăй тĕллĕн вĕреннĕ Геннадий Кириллович Ивановăн ÿкерчĕкĕсем музейра чылай упранаççĕ. Вĕсене пĕр çĕре пухса курав йĕркеленĕ, ăна культура çурчĕн фойине вырнаçтарнă.
Краеведени музейĕнчи экспонатсене 44 çул хушшинче пиншер çын пырса курнă, вĕсен пĕлтерĕшне пысăк хак панă. Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ, икĕ хутчен çар академийĕсенчен вĕренсе тухнă, «Байконурта» космос карапĕсене вĕçтерсе янă çĕрте ĕçленĕ Эрик Васильев полковник сĕнÿсен кĕнекине çапла çырса хунă: «Музейра упранакан экспонатсенче – пирĕн иртнĕ пурнăç шăпи, пирĕн кун-çул. Музейри ăс-тăн мулĕ çамрăк ăрусем валли ĕмĕрлĕхе юлĕ».
Владимир МОСКВИН.
Ноябрь 2024 |