Салтак ячĕ мăнаçлă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2019, 13:38 Просмотров: 388

Çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçлакан Никита Иванов пĕчĕкренех тăванĕсен хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ çинчен каласа панине ăша хывса ÿснĕ.

Çын пуласси ачаран паллă, теççĕ. Мачамăшри Никита Иванов шкулта вĕреннĕ вăхăтрах ял-йышра ырă ят çĕнсе илме пултарнă.

Ватта курсан çĕлĕк хывнă, кĕçĕннисене кÿрентерме паман, вĕсене хăйĕн хÿттине илнĕ. Кукашшĕ-кукамăшĕнчен, ашшĕ-амăшĕнчен, тăванĕсенчен тĕслĕх илсе кил хуçалăхĕнчи ĕçре хастарлăх кăтартнă. Пахчара-анкартинче иртен пуçласа каçчен тăрăшма ÿркенмен. Аппăшĕпе ăмăртсах пахчаçимĕç çумланă, шăварнă. Хур-кăвакалне, качаки-сурăхне те пăхма ĕлкĕрнĕ.

Спортпа çывăх туслашнă. Ÿт-пĕве пиçĕхтерме кашни ир-каç кÿршĕ яла çитиех чупнă. Тĕллев патне ăнтăлма сатур йĕкĕте йĕпе-сапаллă çанталăк та ура хурайман. Йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхнă. Ахальтен мар пулĕ «Никита» ят грек чĕлхинчен куçарсан «çĕнтерÿçĕ» тенине пĕлтерет.

Яш каччă вĕреннĕ Калинино шкулĕнче çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Никита Иванов кадет класĕнче ăс пухнă. Çавна май çар ĕçне тĕплĕн вĕреннĕ. 2015 çулта Никита Иванов класри тантăшĕсемпе пĕрле Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Стройпа юрă смотрĕ» конкурсра çĕнтерме пултарнă. Республикăри ăмăртусенче те пĕрре мар мала тухнă.

– Ывăлăм кадет класĕнче пĕлÿ пухнăшăн хĕпĕртетĕп. Халĕ ăна салтак пурнăçне хăнăхма çăмăлрах, – терĕ амăшĕ Татьяна Ивановна. – Канмалли кунсенче телефонпа калаçатăп та – Никита кăмăлĕ яланах çĕкленÿллĕ. Çарти юлташĕсемпе пĕр чĕлхе тупнă.

Никита Иванова пĕлтĕр юпа уйăхĕнче салтака илнĕ. Çар присягине чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче тытнă. Вăл кăçал Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне Мускав облаçĕнчи Калининец поселокĕнче паллă тăвĕ. Никита Иванов Тамань дивизийĕн мотострелоксен пĕрремĕш полкĕнче гранатомет взводĕнче службăра тăрать. Мачамăш каччин çарти должноçĕ – аслă наводчик.

Никита Ивановпа пĕрле службăра тăракансенчен ытларахăшĕ – Мускав хулинчен тата Мускав облаçĕнчен.   Чăваш Республикинчи çамрăксем те çук мар. Акă çак чаçре Вăрнар районĕнчи Малти Ишекри Дмитрий Федотов та çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлать.

Салтаксем ирхи тăватă сехетре ура çинче. Вĕсем казарма территорине хăтлăх кĕртме пуçлаççĕ.

Мачамăш каччи хĕсметре тăракан çар чаçĕ ятлă-сумлисен шутĕнче. Çакна асра тытса Никита Иванов дисциплинăна çирĕп пăхăнать. Подразделени командирĕн хушăвĕсене чыслăн пурнăçлать.

Никита Иванов малашнехи пурнăçа çар ĕçĕпех çыхăнтарасшăн.   Тĕслĕх кăтартакан тăванĕсем йышлăн. Кукамăшĕпе пĕртăванĕн ывăлĕ – Владимир Игнатьев вертолетчик – Афган вăрçине хутшăннă, 9 çул моджахедсемпе çапăçнă, вилĕм ункинчен хăтăлса тухма пултарнă. Паттăр вертолетчикăн шăллĕсем – Николай, Сергей, Анатолий, Вячеслав Игнатьевсем – ОМОНовецсем, тăваттăшĕ те Чечен вăрçине хутшăннă. Тепĕр тетĕшĕ Николай Галкин – полковник, çарта врач тивĕçĕсене пурнăçланă. Хальхи вăхăтра Шупашкарти сиплев учрежденийĕнче терапевтра тăрăшать. Шел пулин те тăванĕн – полици подполковникĕн Юрий Кудановăн – кун-çул чуппи тăван тăрăхĕнчен аякра вăхăтсăр чарăннă. Ăна служба командировкинчен каялла таврăнма пÿрмен.

Тăванĕсем çар тивĕçне чыслăн пурнăçланине кура Никита Иванов та ята ямĕ, Тăван çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçи пулĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика