Административлă явап тыттарнă çыннăн штрафа йышăну вăя кĕнĕренпе е отсрочка (рассрочка) тапхăрĕ иртсе кайнă хыççăн 60 кун иртиччен хывмалла.
Ăна тÿлемесен икĕ хут ытларах хушма штраф кĕтет е 15 талăклăха административлă арест хураççĕ е 50 сехет таран обязательнăй майпа ĕçлеттерме те пултараççĕ.
Сăмахран, 500 тенкĕ штраф тÿлемерĕр-тĕк, сире тата 1000 тенкĕ хушма штраф хураççĕ. Пĕтĕмĕшле сумма вара 1500 тенкĕпе танлашать. Анчах парăмçăсене чи хăратаканни – 15 талăклăха ирĕксĕр хăварни. Суд практикинчен куратпăр: судьясем сĕмсĕр парăмçăсемпе юлашки вăхăтра питĕ çирĕп. Çавăн пекех обязательнăй ĕçсем те – кăмăллă пулăмах мар.
Енчен те штрафа вăхăтра тÿлемен тĕслĕхсем тупăнсан административлă правăна пăсни çинчен протокол çыраççĕ. Айăпа кĕнĕ çынна судчен 48 сехетрен ытла мар вăхăтлăха тытса чарма та пултараççĕ.
Анчах суд йышăнăвне пурнăçлас теменнисем те тупăнаççĕ. Кун пек чухне суд приставĕсем пурлăха туртса илме пултараççĕ. Сĕмсĕр парăмçăсене укçа-тенке хăвăртрах хывма хĕтĕртекен тепĕр мел те пур. Вĕсене ют çĕршыва тухса çÿреме чараççĕ. Çакна валли суд йышăнăвĕ кирлĕ мар – пурнăçлав ĕçĕ суд приставĕсем патĕнче пулни те çителĕклĕ. 10 пин тенкĕ е ытларах парăм пухăнчĕ-тĕк, чикĕ леш енне каçасси пирки ан та шутлăр.
Кăçал, акă, районĕпе 279 пин тенкĕ штраф хунă, 234,7 пин тенкине (84,1 процентне) шыраса илнĕ. Январь–ноябрь уйăхĕсенче штрафа вăхăтра тÿлеменшĕн 99 протокол çырнă, 23 çынна административлă арест хунă, 21-шĕ тĕлĕшпе обязательнăй ĕçсем палăртнă.
Сăмах май, декабрĕн 9–13-мĕшĕсенче районта «Парăмçă» оперативлă профилактика мероприятийĕ иртет.
С.МАРТЫНОВА,
административлă саккунсене пурнăçланине
асăрхассипе тимлекен
инспектор полици аслă лейтенанчĕ.
Ноябрь 2024 |