Виçĕ уйăхри кăтартусем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.04.2020, 10:12 Просмотров: 391

Кăçалхи виçĕ уйăхра районти ЗАГС пайĕ гражданла тăрăм акчĕсене 212 шута илнĕ, ку ĕçе пурнăçланă май патшалăх пошлинине 89600 тенкĕ пухнă.

Пĕтĕмлетÿллĕ цифрăсем çулталăк пуçламăшĕнчи районти лару-тăрăва, куçăма яр уççăн кăтартаççĕ. Пирĕн тăрăхра, акă, пепкесем çуралнине ĕнентерекен свидетельствăсене 48 çырнă. Ытларах арçын ачасем çуралнă, вĕсем 29-ăн. Хĕрпĕрчисем вара çак тапхăрта çут тĕнчене 19-ăн килнĕ. Уйрăммăн тишкерес-тĕк, поселокри çемьесенче 12 ача хушăннă, ял поселенийĕсенчен пуринчен ытларах Ершепуç, Калинино, Санарпуç тăрăхĕсенче – тăватшар пепке. Çав вăхăтрах Мăн Турхан, Ярмушка, Çавалкас поселенийĕсенче ку савăнăçлă сăлтавпа пĕр акт та регистрацилемен. Каласа хăвармалла, 6 ача пĕччен амăшĕсен çуралнă. Пĕр тĕслĕхре амăшĕ 18 çул та тултарман. Ашшĕлĕхне çирĕплетнипе 15 документ çырнă.

Шел те, пурнăçран уйрăлнисен хисепĕ пысăк, пĕтĕмпе 110. Виçĕ уйăхра районта 58 арçын чакнă, вăтамран вĕсем 64 çул пурăннă. Хĕрарăмсен (52-ĕн вилнĕ) вăтам пурнăç тăршшĕ 78 çулпа танлашнине палăртмалла.

Январь–март уйăхĕсенче Мендельсон маршĕ районти 17 мăшăршăн янăранă, çав вăхăтрах тĕрлĕ сăлтава пула 20 çемье арканнă.

ЗАГС пайĕ çавăн пекех виçĕ уйăхра гражданла тăрăм акчĕсене тÿрлетÿсем кĕртесси пирки 35 заявлени пăхса тухнă, 102 свидетельствăна тепĕр хутчен хатĕрлесе панă, 248 справка çырнă, суд йышăнăвĕпе 16 акта хушма сведенисем кĕртнĕ тата ытти те.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика