Ача гаджетсен витĕмне кĕрсе ÿкни – чи анлă сарăлнă çивĕч проблемăсенчен пĕри. Ку хăйнеевĕрлĕ инкекрен мĕнле тухмалла-ха?
Психологсем ку ыйтура ашшĕ-амăшĕн айăпĕ те пуррине палăртаççĕ. Смартфонсене ачисене вĕсем хăйсен ĕçĕсене пурнăçлама ан кансĕрлеччĕр тесе параççĕ. Çавăн пекех макăрмасăр апат çитĕр, тăхăнтăр тесе тата ыт. те. Тепĕр йăнăш утăм – ачан телефонĕ ыттисенни пекех «чăнкă» пултăр тесе шутлани.
Хăрушлăхĕ мĕнре-ха? Район тĕп больницин медицина психологĕ Елена Минаева ачана пĕчĕкренех цифра оборудованийĕпе туслаштарни социаллă хăнăхусем аталанса çитейменнипе, тимлĕхпе, астуса юлассипе, кăмăл-туйăмпа проблемăсем пулассине пĕлтерет. «Паллах, пуç мимине ĕçлеттермелле, анчах та ачасен шăпах кĕçĕн çулсенче пуç мимин тĕп функцийĕсем – тимлĕх, ăс-тăн, шухăшлав, тавракурăм, калаçу, моторика – аталанать. Гаджет-компьютер экранĕ çинче кадрсем хăвăрт улшăнса пыни ачана тимлеме, информацие пуç тавра çавăрса илме чăрмантарать. Вăл çак мĕлтлетĕве хăнăхать, çавăнпа ун тимлĕхĕпе шухăшлавĕ япăх аталанать», – тет Елена Николаевна.
Мĕн тумалла-ха? «Чи малтанах ашшĕ-амăшĕпе ача хутшăнăвĕсене йĕркелемелле. Пĕрле мĕн чухлĕ вăхăт ирттеретĕр, пĕр-пĕрне шанатăр-и, пĕр-пĕринчен канашсем ыйтатăр-и – çакна тишкермелле. Ача пĕрмай телефон çинче ларать пулсан вăл хăйне пĕчченлĕхре туять, вăйăра вара ăна лайăх», – ăнлантарать психолог.
Гаджетсемпе кĕрешмелли тĕп «хĕçпăшал» – ашшĕ-амăшĕн ăслăлăхĕ. Телефона туртса илтĕн-тĕк, ăна урăх япалапа кăсăклантарма пĕл. Çемьери йĕрке те ачана пулăшмалли тепĕр лайăх мел: ĕçрен килтĕн – телефонна сÿнтерсе хур. Психолог сĕнекен тепĕр мел – ачашăн ырă тĕслĕх пулмалла. Канăва тĕрĕс йĕркелемелле.
Телевизора мĕн чухлĕ пăхма юрать-ха тата? Пилĕк çулччен – чи нумаййи те 5–15 минут. 5–6 çултисен – çур сехет, шкул ачисен – 1–1,5 сехет. Ачана вăхăта хăйне тĕрĕслеме вĕрентни паха.
Паллах, паян ку технологисемсĕр май çук. Çитменнине, хальхи ăру телефонсăр-компьютерсăр урăх пурнăçа пĕлмест. Вĕсене ку тĕлĕшпе генийсем темелле. Анчах та Интернет анлăшĕ ытлашши илĕртÿллĕ – кунта та йăнăш тума пулать. Çавăнпа ывăл-хĕре ку енĕпе асăрхаттарни кирлĕ.
Чи кирли – гаджетсем вăйă валли маррине ăнлантарни, вĕсемпе вĕренÿре пулăшуçăсем пек усă курма хăнăхтарни.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |