Ку ял тăрăхĕнче кĕçех икĕ çĕнĕ ФАП хута кайĕ, вĕсем Пăваялĕнче тата Туçи Çармăсра уçăлмалла.
Фельдшерпа акушер пункчĕсем «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе çĕкленнĕ. Пăваялĕнче ăна медицина оборудованийĕпе хăватлатасси кăна юлнă. Ял çыннисем çĕнĕ объектшăн савăннă. Унччен пирвайхи сиплев учрежденийĕ кивĕ клуб çуртĕнче вырнаçнă, халăха йышăнма условисем начартарах пулнă. Эльвира Павлова фельдшерăн та кăмăлĕ савăк, пирвайхи медицина пулăшăвĕ пĕчĕк ялсене те çитнине ырлать вăл.
Туçи Çармăсра та тĕп ĕçсем вĕçленнĕ, территорие хăтлăлатмалла çеç. Кунта çынсен сывлăхне пăхса тăрассипе Лариса Филиппова фельдшер тимлĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |