Канура та – кĕнекепе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.01.2022, 09:38 Просмотров: 522

Вулама юратакан кану кунĕсенче те кĕнекене алăран ямасть. Шĕнер Ишекри ял библиотеки илемлĕ литература тусĕсене Çĕнĕ çул каникулĕн малтанхи кунĕсенчех йышăннă.

Кăçал библиотекăна чи малтан Георгий Николаев пенсионер çитнĕ. Вăл уйрăмах периодика изданийĕсемпе паллашма кăмăллать. Вулав çурчĕ чылай хаçат-журнал çырăнса илет, çавна май кунта çĕршыври, тĕнчери кăсăклă информацие пĕлме май пур. Ачасенчен кĕнеке илме 4-мĕш класра вĕренекен Арсений Филиппов килнĕ.

Шĕнер-ишексем вулама юратаççĕ. Кану кунĕсенче ял библиотеки чылай çынна йышăннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика