Вӑрнар округӗн Санарпуҫ территори пайӗнче те Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 19.04.2023, 15:56 Просмотров: 550

 DSC 0123

✔Округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Петров, Депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Андрей Петров, Санарпуҫ территори пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Наталия Давыдова вырӑнти клубра халӑхпа
тӗл пулчӗҫ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ май патриархӑн сумлӑ ӗҫӗсене аса илчӗҫ. Пӗлтерӗшлӗ мероприятисем республикӑра ҫулталӑк тӑршшӗпех иртӗҫ.
✅Кун йӗркинче сӗт ыйтӑвӗ тӗп вырӑнта пулчӗ. Ӗне йышлӑн пӑруланӑ тапхӑрта кашни ҫулах халӑхран туянакан сӗт хакӗ чакать. Тата ял хуҫалӑх организацийӗсем те сӗт производствине ӳстернӗ. Чӗртавар нумай та продукци йӳнелет. Ҫав вӑхӑтрах тирпейлекен предприятисем хӑшпӗр сӗт продукчӗсен ассортиментне чакарнӑ иккен.
Паллах, ҫивӗч лару-тӑру ял ӗҫченӗсене пӑшӑрхантарать. Ӗҫ ҫыннисем ӗне выльӑх усранипе ҫыхӑннӑ тӑкаксем сахал маррине аванах пӗлеҫҫӗ. Кил хуҫалӑхне тытакансен патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫме май пур. Ӗҫ хастарӗсен пуҫаруллӑ утӑм тумалла- "самозанятый" йышне кӗмелле тесе ҫирӗплетрӗҫ.
❗Халӑха ялсенче пуш килсем нумайланни те пӑшӑрхантарать. Шел пулин те, хӑшпӗрисем тӗп тӑван кил-ҫурт ӑшшине тытса тӑмаҫҫӗ. Кӳршӗ-аршӑ пушар тухасран хытах шикленет.
Асӑрхав тата профилактика ӗҫӗ-хӗлӗпе тимлекен районти уйрӑмӑн пуҫлӑхӗпе Алексей Петровпа газ участокӗн тӗп инженерӗ Алексей Шоркин пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе тухса калаҫрӗҫ.
Вӑрнар тата Йӗпреҫ тӑрӑхӗсен ҫар комиссарӗ Валерий Яковлев контракт службин йӗркисемпе паллаштарчӗ. Тӑван ҫӗршыв умӗнчи таса тивӗҫе пурнӑҫлакансем чылай ҫӑмӑллӑхпа усӑ кураяҫҫӗ.
☝ Информкун хыҫҫӑн Чӑваш енри этем прависемпе тимлекен уполномоченнӑйӗн аппарачӗн ертӳҫи Елена Кузьмина ҫынсене тӗрлӗ ыйтусемпе йышӑнчӗ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика