Районти тĕп больницăра çак ятпа иртнĕ акцие пĕтĕмлетнĕ, пациентсенчен тава ытларах тивĕçнĕ ĕçченсене чысланă.
Халăхра ырă ят çĕнсе илнисем йышĕнче: Сергей Илюткин врач хирург, Ираида Носова врач педиатр, Ирина Михайлова врач акушер-гинеколог тата хирурги уйрăмĕн медицина сестри Вера Дмитриева.
Акци Чăваш ен сывлăх сыхлавĕн министерстви йĕркеленĕ «Медицина – манăн тивĕç» проект йĕркипе иртнĕ.
Ноябрь 2024 |