Юнкун, Кемерево хулинчи пушарта çынсем йышлăн вилнине асăнса ирттернĕ Хурлану кунĕнче, вăрнарсем те чĕрери йывăр туйăмĕсене пĕлтерчĕç.
Иртенпех районта пурăнакансем социаллă сетьсенче, кĕсье телефонĕсем урлă пĕр-пĕрин патне Вăрнарти тĕп площадьре асăну мероприятийĕ пуласси пирки пĕлтерÿсем ячĕç. Каçхи ултă сехет çитичченех кунта халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Ачасем çав тери нумай. Кăшт аслăраххисем, паллах, Кемеровăри пуçа вырнаçайми йывăр инкек виçине туллин ăнланаççĕ, кĕçĕнреххисем Ленин палăкĕ умĕнче васкавлăн йĕркеленĕ мемориал çинче мĕншĕн çуртасем çунни çинчен ыйтусем пачĕç.
Кашнин куçĕнче, сăнĕнче – хурлăх: кунашкал инкекре кирек кам та пулма пултарать. Районти МЧС представителĕ Вениамин Ручков пухăннисем умĕнче вуншар ача чунсăр, яваплăха туйман çынсен айĕпĕпе вилнине каларĕ. Шăп та лăп 18 сехетре вун-вун çын аллинчен тÿпене шурă шарсем вĕçсе хăпарчĕç.
Шурă тĕс тасалăха пĕлтерет. Ку тĕслĕхре – ачасен таса чунне.
Нумайăшĕ шурă шарсене пĕрле илсе килнĕ, нумайăшне «RAZOOM» агентство тата ИП А.Ефимова представителĕсем валеçрĕç.
Аса илтерме, Кемеровăри «Зимняя вишня» суту-илÿ центрĕнче тухнă пушарта официаллă даннăйсемпе 64 çын вилнĕ, вăл шутра 41 ача.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |