Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн асăрхав ĕçĕ-хĕлĕпе профилактика Управленийĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи виçĕ уйăхра пушарсем тĕлĕшпе пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан ÿсĕм курăнать. «Хĕрлĕ автан» пĕтĕмпе 13 хутчен шар кăтартнă.
Иртнĕ çул январь – март уйăхĕсенче çулăм çынсен пурнăçĕсене вăхăтсăр татни пулман-тăк, кăçал ку енĕпе лару-тăру япăхрах. Икĕ инкекре кил хуçисем çунакан çуртсенчен тухайман: Кÿлхĕрринче тата Вăрнарта. Ял тăрăхĕсемпе уйрăммăн илес пулсан, Упнер, Кĕçĕн Кипек ял тата Вăрнар хула поселенийĕсенче пушарсем пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен ытларах.
Пушарсен пĕтĕмĕшле шутĕнчен чи пысăк пайĕ (6) – мунчасенче тивсе илни. Ытти тĕслĕхсенче пурăнмалли çуртсем, шашлычнăй, сарайсем çуннă. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, вут-çулăм алхаснин тĕп сăлтавĕ – кăмакасене тĕрĕс мар купалани-вырнаçтарни е усă курни, тĕтĕм çулĕсем хăрушсăрлăх нормисене тивĕçтерменни е юсавсăрлăхĕ, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсем çунакан материалсемпе çывăх пулни (46,15 %). Çавăн пекех ытти инкексем çулăмпа асăрханусăр пулнăран, электрооборудованипе правилăсене пăсса усă курнăран тухнă.
Пушар хуралĕн сотрудникĕсем, çурхи хăрушлăх ÿсекен тапхăр çывхарнă май, çынсене тимлĕхе уйрăмах вăйлатма сĕнеççĕ. Асăрханулăх кăна синкерлĕ инкексенчен, пурлăх енчен шар курассинчен сыхласа хăварать.
Вут-çулăмпа çыхăннă инкек тухас пулсан, кĕсье телефонĕсемпе шăнкăравласа пулăшу чĕнмелли номер – «101».
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |