Депутат пулăшнипе – каток çине

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2018, 16:00 Просмотров: 591

Депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Рифкат Киметов ачасене спорта ытларах явăçтарас ыйтупа тимлесе ĕçленине пĕрре мар çырнă.

Вăл ертсе пыракан «Энергостроймонтаж» предприяти акă каникул кунĕсенче кĕçĕннисене конькипе туслашма май пачĕ.

Телейлисем – Вăрнарти 1-мĕш шкул ачисем. Темиçе класс харăс конькисем сырчĕç, «Кристалл» пăр катокĕнче чун килениччен ярăнчĕç.

Вĕренекенсем Рифкат Киметов вун-вун шкул ачи валли ярăнÿ сехечĕсемшĕн унччен те пĕрре мар тÿленине палăртрĕç, депутат, предприяти коллективĕ ыркăмăллăх кăтартнăшăн савăннине пĕлтерчĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика