Ытларикун депутатсен районти Пухăвĕн черетсĕр 30-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Ăна Пуху председателĕн заместителĕ Сергей Анисимов йĕркелесе ертсе пычĕ.
Кун йĕркинче пилĕк ыйту. Кашнинпех депутатсем пăхса тухса йышăнусем кăларчĕç. Çав шутра – район харпăрлăхĕнчи пурлăха ял поселенийĕсене тÿлевсĕр парасси* депутатсен хăйсен тупăшĕпе тăкакĕсем тата пурлăхĕ çинчен сведенисем тăратмалли йĕрке пирки. Çавăн пекех Вăрнар район прокуратури хăшпĕр муниципаллă право акчĕсене хатĕрлессипе кĕртнĕ сĕнĕве, тĕрлĕ организаци-учрежденин ĕçченĕсене чылай çулхи тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн тата пысăк çитĕнÿсемшĕн наградăсемпе, хисеплĕ ятсемпе хавхалантарма ыйтнă ходатайствăсене те пăхса тухрĕç.
Вăрнар районĕн Уставне улшăнусем кĕртессипе çыхăннă йышăну проектне уçă майпа сÿтсе явмалли куна, йĕркелÿ ĕçĕшĕн яваплă ушкăна та палăртрĕç депутатсем.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |