Холодильник килте асăрхавсăр ĕçлеттерсе хăварма юракан йăлари техника шутланать. Анчах производитель палăртнă эксплуатаци вăхăчĕ вĕçленнĕ-тĕк, унпа усă курни текех хăрушсăр мар. Çак сăлтавпах пушар тухнă та тунтикун поселокри нумай хутлă çуртăн пĕр хваттерĕнче. Асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, шăпах холодильникăн сивĕтекен системин юсавсăрлăхне пула çулăм тивсе илнĕ.
Пÿлĕмри çулăм çинчен, наркăмăшлă тĕтĕм сарăлма тытăнни пирки пулăшу службине 16 сехет иртсен пĕлтернĕ. Пушара ытти пÿлĕмсене сарăлса пысăк тăкак кÿме паман. Тĕпелте вара инкек сăлтавĕ пулса тăнă холодильник юрăхсăра тухнă та пÿлĕмри шалти отделка сиенленнĕ, чÿрече айăкки çунма-ĕнме пуçланă.
Пушар хуралĕн ĕçченĕсем кил-çуртри электрооборудовани, йăла техникин юсавлăхне тимлĕхре тытмаллине, вĕсемпе хăрушсăрлăх правилисене уяса усă курмаллине асăрхаттараççĕ. Инкеклĕ лару-тăрура пулăшу чĕнмелли номер – «101».
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |