«Вăрнар район тĕп больници» учрежденире район прокуратури ирттернĕ тĕрĕслев организацире ĕç сыхлавĕн саккунĕсен нормисене пăснине кăтартнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче, сăмахран, автомобиль водителĕсен уйрăм хÿтĕлев хатĕрĕсем пулман. Ĕçлекенсене уйрăм хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçмелли çинчен те ăнлантарман. Ку хатĕрсене уйăрса панине те кирлĕ пек учета илсе пыман.
«Ĕç условийĕсен ятарлă хаклавĕ çинчен» федераллă саккунăн 8-мĕш статйи водительсемпе электриксен ĕçĕн ятарлă хаклавне ирттерме ыйтать. Анчах çак ĕç пурнăçланман.
Тĕрĕслев кăтартăвĕсене шута илсе сиплев учрежденийĕн тĕп врачĕ тĕлĕшпе административлă ĕçсем пуçарнă% РФ административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 5.27.1-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе (работниксене уйрăм хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтерменшĕн), 1-мĕш пайĕпе (РФ федераллă саккунĕсенчи тата ытти нормативлă право акчĕсенчи ĕç сыхлавĕн патшалăх требованийĕсене пăснăшăн), 2-мĕш пайĕпе (ĕç вырăнĕсенче ĕç условийĕсен ятарлă хаклавне пурнăçлас йĕркене уяманшăн е вуçех ирттерменшĕн).
ЧР Патшалăх ĕç инспекцийĕн йышăнăвĕсемпе Вăрнар район больницин тĕп врачне 4 пин тенкĕ, 5 пин тенкĕ тата 20 пин тенкĕ штраф хунă.
Е.ДМИТРИЕВА,
район прокурорĕн аслă помощникĕ юстици советникĕ.
Ноябрь 2024 |