Аслисем хăйсене хÿтĕлеме пултарайман ачасемпе çамрăксене хирĕçле киревсĕр ĕçсем туни уйрăмах хăрушă та ирсĕр. Кăçал çула çитменнисене хирĕçле преступленисене районта пĕтĕмĕпе 10 тĕслĕхе шута илнĕ. Вăл шутра – çула çитменнисемпе ар çыхăнăвне кĕнĕшĕн РФ Уголовлă кодексĕн 134-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе тăватă, 3-мĕш пайĕпе пĕр преступлени. Çавăн пекех кодексăн 157-мĕш статйипе (ачасене пăхса ÿстерме укçа-тенкĕ тÿлеменни) виçĕ тата 158-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн «в» пункчĕпе (çаратни) çыхăннă 2 преступлени те пулнă.
Паллах, пуринчен ытла ачасемпе çамрăксене хирĕçле арлăх преступленийĕсем чылаййи пăшăрхантарать. Ку ушкăнри киревсĕрлĕхсем ачасем хăйсем паллакан çынсен айăпĕпе пулса иртнĕ. Вĕсем ачасем кĕçĕн ÿсĕмрине те лайăх пĕлнĕ, преступленисене шар курнисен килĕсенче е уйрăм хуçалăхсен территорийĕсенче тунă.
Тĕпрен илсен, ку ачасем 13-14 çултисем, ăнăçсăр çемьесенчен. Ашшĕ-амăшĕшĕн ĕçкĕ пĕлтерĕшлĕрех, килĕсенче те тăтăшах ют çынсем пухăнаççĕ. Çапла ачасем тимлĕхсĕр юлаççĕ, ăçта килнĕ унта асăрхавсăр çÿреççĕ. Çакă вара çула çитменнисен çие юлни, вĕсем ар чирĕсене ертесси патне илсе çитерет.
Хăйсен ачисене пăхса воспитани парас тивĕçе пурнăçламан пирки ку ашшĕ-амăшĕсене РФ КоАП-ĕн 5.35-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе административлă явап тыттарнă.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем! Ачасемпе яланах тимлĕ пулăр. Вĕсем инкеке ан лекчĕр тесен, хăйсене урамра, килте мĕнле тытмаллине вĕрентĕр, Интернет сетĕнче шанчăксăр çынсемпе паллашма-хутшăнма юраманнине ăнлантарăр. Ачасене çемьене, ырă хутшăнусене хаклама хăнăхтарăр.
Енчен те ачасене хирĕçле преступленисем çинчен информацие пĕлтĕр-тĕк, тÿрех полицин «Вурнарский» пайне хыпарламалла, телефонĕ – 2-50-02.
Шанчăк телефонĕпе те çыхăнма, пулăшу ыйтма пултаратăр: 8-800-100-49-94. Шăнкăрав тÿлевсĕр.
Район администрацийĕн çула çитменнисен ĕçĕсемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе тимлекен комиссийĕ.